Archive - Раштав 2016
декабрь 16th
Сĕт хуçалăха пысăк тупăш парать
Тĕнче уçлăхне çул уçăлать…
Тĕнче уçлăхĕ этемлĕхе сĕм авалтан кăсăклантарнă. Çăлтăрсем мĕншĕн çутатаççĕ? Çĕр чăмăрĕ мĕншĕн çаврака? Хĕвел пирĕнтен аякра вырнаçнă-и? Çак тата ытти нумай-нумай ыйту хуравне шыраса этемлĕх чылай çул каяллах космоса çĕкленнĕ, нумай вăрттăнлăх тупсăмне уçăмлатнă. Çапах та çак кăсăклану вăйĕ паян та чакман: пĕчĕккисемшĕн çеç мар, çитĕннисемшĕн те тĕнче уçлăхĕ — интереслĕ пулăм. Малашне чăваш çыннисем те Çĕр çинченех, тăван республикăран инçе каймасăрах, космос объекчĕсене сăнама пултарĕç. Шупашкар хулин 550 çулхи тата Чăваш Республикин 100 çулхи юбилейĕсен тĕлне тĕп хулари А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче планетари хута кайĕ.
Алексей САМАРКИН: Самана йывăрлăхĕсене çĕнтерме майсем пур
Республикăри кашни район хăйне евĕр. Комсомольски хутлăхĕ, паллах, аякран килекен хăна кунта пулăхлă хура çĕр талккишпех пулнине сăнатех. Çут çанталăк пуянлăхĕпе пĕрлех этем аллипе хăтланă пуянлăха та асăрхамасăр иртеймĕн. Нумай нациллĕ район пулнипе палăрса тăрать Каçал хутлăхĕ. Ахăртнех, ырă çак ене — чăваш, вырăс, тутар халăхĕсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннине — чи паха уйрăмлăх пек хакламалла та. «Самана тĕрлĕ пăрăнчăкĕнче те тăванла çывăх хутшăнусем пăсăлман, малашне те çаплах пултăрччĕ», — аталанушăн тăнăçлăх чи пĕлтерĕшлине шута илсе палăртать Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей САМАРКИН.
Николай ИСМУКОВ: Манăн сăвăра вăрламалли те пур иккен
Хурт-хăмăр лайăх хĕл каçтăр
Сисмерĕмĕр те — раштав уйăхне кĕтĕмĕр. Кунсем кĕскелсех пыраççĕ. Çанталăк сивĕтрĕ. «Вĕлле хурчĕсем епле хĕл каçĕç-ши?» — канăçсăрланать кашни утарçă. Ара, кĕр пĕлĕтлĕ те çумăрлă тăчĕ. Юпа уйăхĕн юлашки кунĕсем те савăнтараймарĕç. Хурт-хăмăра каяшран тасалма кирлĕ вăхăт питех те сахал пулчĕ. Çавна пула нумай çемье палăрмаллах тулнă хырăмпа хĕле кĕчĕ.
декабрь 15th
«Капкăн» журналăн кăçалхи 12-мĕш номерĕ кун çути курчĕ
Хуплашкан 1-мĕш страницине Севиль Мусаевăн "Эпĕ сире ăса вĕрентĕп-ха" ӳкерчĕкĕ илем кӳрет. Иккĕмĕш страницăра - Çĕнĕ çул саламĕ. Номерте çивĕч материалсем вырăн тупнă: "Салтакран тарса çӳресен", "Вăхăтра ĕлкĕрнĕ" тата ыттисем те.
Левтина Марьен "Кума - хыт кукар" калавĕ вулакан кăмăлне каясса шанатпăр.
"Çӳпçипе хупăлчи", "Пултаракансемпе култаракансем", "Ан та кала", "Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле" тата ытти ярăмсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.
Çавăн пекех кунта кроссворд тата илемлĕ ӳкерчĕксем пур.
Николай ИШЕНТЕЙ. Сăваплă ĕç мул-укçаран паха
Валерий КОШКИН. Киле эп çитрĕм пĕринче
Ĕçлев хакĕ
Çынна ĕçне кура никам та хакламасть. Чи кирли - ĕçлени мар, ху тунă ĕçе кăтартма пĕлни.