Хурт-хăмăр лайăх хĕл каçтăр

Сисмерĕмĕр те — раштав уйăхне кĕтĕмĕр. Кунсем кĕскелсех пыраççĕ. Çанталăк сивĕтрĕ. «Вĕлле хурчĕсем епле хĕл каçĕç-ши?» — канăçсăрланать кашни утарçă. Ара, кĕр пĕлĕтлĕ те çумăрлă тăчĕ. Юпа уйăхĕн юлашки кунĕсем те савăнтараймарĕç. Хурт-хăмăра каяшран тасалма кирлĕ вăхăт питех те сахал пулчĕ. Çавна пула нумай çемье палăрмаллах тулнă хырăмпа хĕле кĕчĕ.

Ытти хурт-кăпшанкăпа танлаштарсан пыл хурчĕсем хĕлле тарăн ыйха путмаççĕ — тĕлĕреççĕ çеç. Апат перекетлĕ çиеççĕ, таврари улшăнусене сисеççĕ. Анчах сивве пула йăваран вĕçсе тухмаççĕ, вар-хырăмне пушатаймаççĕ. Апла пулин те ытлашши кулянар мар-ха. Вĕсем каяша пыршăлăхра 6 уйăх таран тытма пултараççĕ. Организмĕ вăл çĕресрен сыхлакан шĕвек кăларнăран хуртсемшĕн наркăмăшланас хăрушлăх çук.

Çанталăк сивĕтме тытăнсанах пыл хурчĕсем карасăн пĕчĕкрех лаптăкĕнче тачă пуçтарăнаççĕ. Пĕр вĕçĕм хĕвĕшеççĕ, пĕр-пĕринпе сĕртĕнсе ăшăнаççĕ. Хурт купи çаврака пулнăран ăшă сахалрах çухалать. Кунсем кăшт ăшăтсанах купа кăпăшланать, сывлăш ылмашăвĕ тата температура лайăхланать. Хурт-хăмăр сивĕ те вăрăм хĕле тÿсĕмлĕн чăтса ирттерет.

Нектар пуçтаракансем хăйсен йăхне упраса хăварассишĕн кĕрешсе тĕнче тăрăх саланнă, тĕрлĕ условире пурăнма хăнăхнă. Вĕсен биологилле паха енĕ — сивве тÿсесси — тивĕçлĕ шайра аталаннă.

Утарçăсен тимлĕхĕпе тăрăшулăхĕ хурт çемйисене лайăх хĕл каçарса пĕтĕм йышне упраса хăварма май парать. Вĕсене апатпа çителĕклĕ тивĕçтернипе пĕрлех ăçта тата мĕнле хĕл каçарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальлĕхе ăстасен хушшинче пĕтĕмĕшле шухăш çук. Пĕрисем вĕллесене ирĕкре юрпа хупласа хĕл каçарнине ырлаççĕ, теприсем ятарласа çурт тума сĕнеççĕ. Ку чухне ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен утарĕсен 80 проценчĕ ятарлă усравсенче хĕл каçать. Ыттисем — юр айĕнче.

Проектпа килĕшÿллĕн тунă çуртсенче температура яланах пĕр пек, нÿрĕлĕхе те тĕрĕс йĕркелеме май килет. Чи лайăххисем — сăрт айккинче, çĕр айĕнче е тÿрем çĕрте тăпра купаласа тунисем. Вĕсенче температура улшăнмасть, хуртсем хăйсене лăпкă туяççĕ, апат сахалрах çиеççĕ. Çынсем пурăнакан çуртсен тĕпсакайĕнче те йĕркеллех хĕл каçаççĕ. Сывлăш температури 0-4 градус ăшă пулмалла. Вĕллесене лартмалли çÿлĕксем пĕр-пĕрин çумне те, маччана та лекмелле мар. Шăшисем кĕресрен тавралла тимĕр сетка кармалла.

Сывлăш нÿрĕклĕхне тĕрĕс йĕркелемелле. Вăл 70-75% пулсан пыл пахалăхĕ чакмасть. Кăтарту пĕчĕкрех пулсан пыл çăралать, хытма пултарать. Пысăк тăк — шĕвелет, йÿçсе пăсăлать. Пылак çимĕç пахалăхĕ улшăнни хуртсене ăнăçлă хĕл каçма йывăрлатать.

Ăсчахсем çакна палăртнă: çемье пĕр килограмм пыл çисен, çавăн чухлех нÿрĕк кăларать. Хĕл каçипе вăтам йышлă çемье ăна 10 килограма яхăн пăслантарать.

Вĕллере нÿрĕк виçерен иртсен тата ăшă пулнăран пылра йÿçĕтекен кăмпасем аталанаççĕ. Хурт-хăмăрăн апат ылмашăвĕ йĕркерен тухать, вар-хырăмĕ пăсăлать. Апатра шыв нумай пулни варвиттипе /нозематозпа/ чирлеттерет. Çавна пула хуртсем вăхăтсăр йышлă вилеççĕ.

Нÿрлĕ вĕллере, типпипе танлаштарсан, хурт купи ăшă нумай çухатать. Вентиляцие юсавлă тытмалла. Вĕллен аялти шăтăкĕсене 2-3 сантиметртан сарлакарах уçсан хуртсем лайăхрах хĕл каçаççĕ. Йăвана çĕртен 5-6 сантиметртан кая мар хăпартмалла, унсăрăн карассен аялти пайĕ кăвакарса пăнтăхма пултарать. Йăва айĕнчи пушă вырăнта сывлăш минтерĕ пулмалла. Ăна мăкран хатĕрлеме юрать. Вăл 2 тĕрлĕ усă кÿрет: вĕллене сивĕнесрен хÿтĕлет тата шăтăкран тухакан нÿрĕке сăрăхтарса илет.

Хуртсем омшаникре хăйсене лăпкă тытни вĕсем лайăх хĕл каçнине пĕлтерет.

Анатолий СКВОРЦОВ, хурт-хăмăр ăсти, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн доценчĕ, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ

Анатолий СКВОРЦОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.