Планетари

16 Раштав, 2016

Тĕнче уçлăхне çул уçăлать…

Тĕнче уçлăхĕ этемлĕхе сĕм авалтан кăсăклантарнă. Çăлтăрсем мĕншĕн çутатаççĕ? Çĕр чăмăрĕ мĕншĕн çаврака? Хĕвел пирĕнтен аякра вырнаçнă-и? Çак тата ытти нумай-нумай ыйту хуравне шыраса этемлĕх чылай çул каяллах космоса çĕкленнĕ, нумай вăрттăнлăх тупсăмне уçăмлатнă. Çапах та çак кăсăклану вăйĕ паян та чакман: пĕчĕккисемшĕн çеç мар, çитĕннисемшĕн те тĕнче уçлăхĕ — интереслĕ пулăм. Малашне чăваш çыннисем те Çĕр çинченех, тăван республикăран инçе каймасăрах, космос объекчĕсене сăнама пултарĕç. Шупашкар хулин 550 çулхи тата Чăваш Республикин 100 çулхи юбилейĕсен тĕлне тĕп хулари А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче планетари хута кайĕ.

15 Раштав, 2016

Планетари Шупашкарта пулĕ

Метрополитен валли

Мускаври метрополитен валли Шупашкарта оборудовани кăларма пуçлĕç. Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Мускава ĕçлĕ çулçÿревпе кайнă май «Siemens» тата «ВНИИР» компанисем килĕшÿ алă пуснă ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннă.

Енсем SiemensSitrasDSG тата SiemensSitrasREC ятлă хатĕре пирĕн республикăра кăларасси пирки калаçса татăлнă. Пысăк технологиллĕ çак продукци метрополитенăн подстанцийĕсем тата хулари çĕр çийĕн çÿрекен транспорт валли кирлĕ.