Планетари Шупашкарта пулĕ

15 Раштав, 2016

Метрополитен валли

Мускаври метрополитен валли Шупашкарта оборудовани кăларма пуçлĕç. Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Мускава ĕçлĕ çулçÿревпе кайнă май «Siemens» тата «ВНИИР» компанисем килĕшÿ алă пуснă ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннă.

Енсем SiemensSitrasDSG тата SiemensSitrasREC ятлă хатĕре пирĕн республикăра кăларасси пирки калаçса татăлнă. Пысăк технологиллĕ çак продукци метрополитенăн подстанцийĕсем тата хулари çĕр çийĕн çÿрекен транспорт валли кирлĕ.

Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ старт илнĕ

Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче Раç­çейри Кино çулталăкне, Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкне пĕтĕмлетнĕ, çĕршывра — Экологи çулталăкне, республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне уçассипе хатĕрленĕ савăнăçлă уяв иртнĕ.

Унта хутшăннă республика ер­тÿçи Михаил Игнатьев кăçал тунă пысăк проектсене асăннă: Улатăрта, Çĕмĕрлере, Канашра çĕнĕ кинозалсем уçăлнă. Çитес вăхăтра Çĕрпÿре, Сĕнтĕрвăрринче, Вăрнарта хута яма палăртнă. ЧР Пуçлăхĕ кинона халăх йышлăн тата кăмăлтан çÿренине палăртнă. 2016 çула Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăнсан Михаил Игнатьев: «Пирĕн тĕп тĕллев – ĕç çыннине хисеплеме вĕрентесси», – тенĕччĕ.

Çитес çул республикăра Амă­шĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулĕ. «Пирĕншĕн – атте тата анне çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Никамран та ытларах вĕсем пире хытă юратаççĕ», – пĕлтернĕ хăйĕн шухăшне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Владимир Викторов. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне йышăнма сĕннисенчен пĕри, Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Ольга Зайцева, çамрăксен хушшинче çемье хаклăхне сармаллине каланă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.