Сĕт хуçалăха пысăк тупăш парать

16 Раштав, 2016

Шупашкар районĕнчи «Приволжское» АУО операторĕ Валентина Яландаева кăçалхи раштавăн 13-мĕшĕ тĕлне кашни ĕнерен вăтамран 8136 килограмм сĕт сунă. Ку — республикăри дояркăсем тунă чи пысăк кăтартусенчен пĕри. Çулталăк вĕçлениччен 8500 литра çитерес шанăç пур. Анчах Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра», Комсомольски районĕнчи «Асаново», Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» хуçалăхсен операторĕсем унран иртесшĕн. Çĕнĕ çул умĕн вĕсен ăмăртăвĕ пушшех çивĕчленчĕ. Пĕри те тепри сăвăма ÿстерессишĕн ĕнесене лайăхрах пăхаççĕ, кашнинчен мĕн чухлĕ сунипе кăсăклансах тăраççĕ. Ĕç çыннин çулталăкĕн рекордсменĕ кам пулĕ-ши? Ыйту хуравне ферма заведующийĕсем, зоотехниксем, райадминистрацисен ял хуçалăх пайĕсен специалисчĕсем çеç мар, выльăхран продукци илекенсем те кĕтеççĕ. Вăрăмту ялĕнче пурăнакан Валентина Васильевна çĕнтерес тĕллевлĕ-ши?

Ăна ăсчахсем вĕрентнĕ

— Эпĕ Шупашкар районĕнчи, республикăри аппаратпа ĕне сăвакансен конкурсне темиçе те хутшăннă. 2014 çулта районта çĕнтертĕм. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумай çул лайăх ĕçленĕшĕн сехет парнелесе хавхалантарчĕ. Раштавăн 8-мĕшĕнче 60 çул тултартăм. Тивĕçлĕ канăва каймалла, анчах хам вырăна хăварма çын çук.

— Сире никам та çав çула çитнĕ тесе калаймасть. «Пенсие хăçан каятăр?» — тесе ыйтасшăнччĕ.

— Операторсен шалу лайăх. Выльăх комплексĕнче халĕ пĕтĕм ĕçе ĕлĕкхи пек алă вĕççĕн тумалла мар, техника пурнăçлать. Çапах çамрăксем фермăна темшĕн вырнаçмаççĕ.

— Эсир хĕр чухне мĕнлеччĕ?

— 1978 çулта витене выльăх апачĕ лашапа кĕртнĕ, карçинккапа, сенĕкпе валеçнĕ, тутлăлантарнă апата икĕ витрепе йăтнă — самаях ĕшеннĕ. Çирĕм икĕ çултаччĕ — йывăрлăхран хăраман. Фермăра вăй хуракансенчен ытларахăшĕ çамрăкчĕ. Халĕ техника тиесе турттарать, вĕтетет, хутăштарать, ĕнесен умне тăкса парать, виçшер аппаратпа сăватпăр — пурпĕр каччăсемпе хĕрсем хула еннеллех пăхаççĕ.

— Пачах та çук-и?

— Пĕрре пур: Таня Плюханова. Ыттисем 50 çула çывхараççĕ. Чи асли — эпĕ. Ĕлĕк машинăпа ĕне сумалли икшер аппаратчĕ, халĕ — виçшер. Вĕсене ытларах туянса пачĕç те — ĕç тухăçлăхĕ ÿсрĕ.

— Доярка ăсталăхне мĕнле пухрăр?

— Шкул пĕтерсен Шупашкарти профтехучилищĕре çĕвĕç специальноçне алла илтĕм. Ун чухне пурнăçа фермăпа çыхăнтарасси çинчен шухăшламан та. Алăри ачапа килте лараканскере вăхăтлăха çын кирлĕ тесе фермăна илсе кайрĕç — унтанпа 38 çул иртрĕ!

— Ĕç меслетне алла илме, ĕнесене пăхма камсем пулăшрĕç?

— Чăваш ял хуçалăх институчĕн профессорĕсемпе преподавателĕсем /сăмахран, Василий Кругляков/, Шупашкар районĕн зоотехникĕ Светлана Мясникова, Надежда Яландаевăпа Зоя Яхонтова дояркăсем. Выльăх пăхас ĕçре пĕлмелли нумай. Пурне те ăса илме темиçе çул кирлĕ пулчĕ. Хамăр хуçалăхра, районта, республикăра ирттернĕ семинарсене пайтах хутшăннă, Ульяновскпа Иваново облаçĕсене çитсе паха опытпа паллашнă.

Ÿсĕм мĕнрен килет?

— Нумайăшĕ доярка вăрттăнлăхĕсене тĕшмĕртмест. Ĕне сĕт лайăх антартăр тесе мĕн тăватăр?

— Сăвăма йĕркелемелли, ÿстермелли инструкци вăрăм. Тен, вăл пĕр хуçалăхăн тепринчен хăшпĕр енĕпе уйрăлса та тăрать пуль. Кашни ĕнерен çулталăкра вăтамран 8 пин ытла литр сăвассишĕн «Ольдеевская» агрофирма специалистсене Чехословакие ярса вĕрентнине пĕлетĕп. Пирĕн хуçалăх операторĕсем унта е ытти патшалăхра пĕлÿ пухман. Хамăр институт /халĕ — академи/ тĕпчевçисем, зоотехниксем, ветеринарсем, ертÿçĕсем тăна кĕртнипех çав чикĕ патне çывхартăмăр.

— Маларах çĕкленĕ ыйтăва тишкерер-ха. Тен, вăл вулаканшăн кăсăклă.

— Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче. Çак сăмахсем мĕне пĕлтереççĕ? Ĕнене лайăх çитерсен аван, япăх тăрантарсан начар сĕт парать. Ку дояркăсемшĕн хисепсене хутламалли таблица пекех. Ăна пăссан сăвăм чакать, хуçалăх кассине укçа сахалрах кĕрет. Çавăнпа выльăха тĕрлĕ витаминпа, ĕне организмĕшĕн усăллă хими элеменчĕсемпе пуян апат çитеретпĕр. Сăвакан 355 ĕнене сенаж, силос, утă, фураж, жмых, патока, тăвар çитеретпĕр. Инструкципе килĕшÿллĕн микрохутăш пама тăрăшатпăр. Хуçалăх ертÿçи Константин Григорьев унпа тивĕçтерме тăрăшать.

— Ытларах сăвасси тата мĕнрен килет?

— Комплекс ертÿçинчен Людмила Павлова зоотехникран. Вăл кулленхи пĕтĕм ĕçе лайăх йĕркелесе пырать. Пысăк тухăç паракан ĕнесем пулассине темле майпа пĕлсе-туйса маттур пăрушкасене суйлать. Вĕсене ачасене тимленĕ пек пăхаççĕ. Тынасене пĕрремĕш хут пăрулаттарма хатĕрленĕ чухне тулăх çитереççĕ. Осеменаторсем вăхăтра пĕтĕлентереççĕ. Людмила Алмазовăпа Анатолий Тимофеев ветеринарсем чиртен çийĕнчех сиплеççĕ тата профилактика ĕçне пурнăçлаççĕ. Çак специалистсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăран кăçал кашни ĕнерен вăтамран 8 пин ытла литр сăватăп. Выльăха директор çирĕплетнĕ йĕркепе тăрантарнине, апат пахалăхне, ытти пысăк тата вак ĕçе епле тунине вĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ.

Кăçал нумайрах сăваççĕ

— Фермăра шăп, тепĕр чухне хурал йытти çеç хамлатса илет. Мухмăрлă тракторист хутăш апата утăпа сенаж сахалрах, силос нумайрах хушса вĕтетнине, пĕр ĕне умне вăл нумайрах, теприне сахалрах лекнине никам та сисмест.

— Çу-ук... Ун пек ĕçлемеççĕ пирĕн механизаторсем, апата комплекс ертÿçи хушнă пек хатĕрлеççĕ. Вĕсем вăтам шкул пĕтернĕ, ĕне апачĕ тулăх пулмаллине лайăх пĕлеççĕ. Выльăх умне апат тепĕр чухне ытларах та тăкăнать. «Ытлашши парассишĕн ан тăрăш-ха», — тетпĕр. Сăвăм мĕнле пуласси вĕсенчен те, скотниксенчен те килет. Хăйсене хушнă ĕçе тăрăшса тăваççĕ.

— Нумай сăвасси ĕне ăрачĕпе çыхăнман-и?

— Çыхăннă. Пирĕн галштин ăрачĕ — шурă-хураскерсем. Пысăк продуктивлă. Зоотехник вĕсенчен нумайрах сĕт паракан ăрат пур тет. Ятне астуса юлаймарăм-ха — калаймастăп. Пĕр тына туянма кăна 140-150 пин тенкĕ кирлĕ-мĕн. Пирĕн ĕнесене искусствăлла майпа чи паха вăрлăхпа пĕтĕлентереççĕ.

— Çапах та оператор ĕнесемпе куллен пĕрле.

— 4-7 тата 16-19 сехетсенче. Дояркăсенчен те нумай килет. Çакна хамăн ĕç опычĕпе çирĕплететĕп. Ĕнене çапса, кăшкăрса пăлхатма юрамасть. Витере лăпкă тăччăр, картара уçăлса çÿреччĕр. Ан хăраччăр, комплексра хăйсене ирĕклĕ туйччăр тесе пирĕн операторсем вĕсемпе ăшшăн калаçаççĕ. Юрланинех илтмен.

— Иртен-çÿрен: «Ĕнепе юмахлатăн — ухмаха тухмарăн-и?» — темест-и?

— Никам та ыйтмасть. Эпир ĕнесемпе сăмахланине фермăра пурте пĕлеççĕ. Дояркăсем шăппăн калаçса ĕçлени ĕнесене килĕшет çеç — çывăха пырсан куçран пăхса ĕнĕрлеççĕ. Çиллисене сăтăратпăр, ăшă шывпа çуса типĕтетпĕр, сума аппарат лартиччен пирвайхи сĕтне суса тăкатпăр. Манăн ушкăнра 59 ĕне. Кашнин кăмăлĕ хăйне кура. Пĕри сапăр, иккĕмĕш шухă, виççĕмĕш «ял каскăнĕ» /çапах сĕтне аван парать/, тăваттăмĕш чее… Пуринпе те пĕр чĕлхе тупатăп.

— Хальхи вăхăтра кашни талăкра сĕт мĕн чухлĕ параççĕ?

— 20-40-шер килограмм. Çу-çурла уйăхĕсенче ытларах та. Пăрулама хатĕрленекеннисене икĕ уйăх маларах сума пăрахтаратпăр. Çав хушăра амалăхри пăру çитĕнсе çитет, амăшĕ вăй пухать. Эпĕ чылай çул кашни ĕнерен вăтамран 7 пин ытла литр сунă. Ял хуçалăх министерстви фермăсен умне кашни ĕнерен вăтамран 5 пин сума тĕллев лартать. Раштавăн 13-мĕшĕ тĕлне пирĕн ферма 5727 сунă. Зоотехник каланă тăрăх — хуçалăхăн кăçал пĕлтĕрхинчен 60 тонна нумайрах сутма май пур. Кашни 100 ĕнерен вăтамран 84-85 пăру илетпĕр. Кăçал манăн ушкăнран та завода сĕт пĕлтĕрхинчен нумайрах ăсанать. Паллах, ку мана савăнтарать. Сĕт хуçалăха пысăк тупăш парать-çке.

«Иртчĕрех!»

— Кăтартăва ÿстерессишĕн сĕте шыв хушмастăр-и?

— Операторсем ун пек тăваймаççĕ. Ĕнесем тăнă çĕрте сĕт пăрăхне пĕчĕкрех трубапа çыхăнтарса шыв ярса тăма пичĕке е фляга лартма пулать-ха. Анчах куншăн мана директор пуçран шăлмĕ. Заводра хуçалăхран леçнĕ сĕте çав кунах палăртаççĕ.

— Эсир кăçал — кашни ĕнерен сĕт чи нумай сăвассипе çĕнтерÿçĕсенчен пĕри. Ку халех паллă. Тен, конкурентсен «разведки» эсир мĕнле ĕçленипе кăсăклансах тăрать?

— Мĕнле конкурентсем? Пĕлместĕп. Манран çамрăкрах Вера Николаева, Светлана Карпова, Лариса Лазарева дояркăсемпе килĕштерсе ĕçлетпĕр, пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Нумаях пулмасть манăн пĕр ĕне пăрулаймасăр чылай канăçсăрланчĕ. Пăрăвне вĕсемпе пĕрле туртса кăлартăмăр. Тепĕр чухне çăмăллантарма вĕсем патне чупса пыратăп.

— Ĕлĕк социализм ăмăртăвĕччĕ, халĕ — экономикăн. Ячĕ ăнăçлах мар пулин те ăна кашни отрасльте район-хулара, предприяти-организацире пĕтĕмлетеççĕ. Тупăшса вăй хуни ĕç тухăçлăхне ÿстерме май парать-и?

— Паллах. Эпĕ «Ольдеевская», «Ленинская искра», «Асаново» операторĕсем, ыттисем манран иртеймеççĕ тесе каламастăп. Иртчĕрех! Пенсионеркăн çулĕ — каялла, çамрăксен — малалла.

— Апата начарлатман пулин те тепĕр чухне мĕншĕн сăвăм чакать?

— Сăлтавĕ вăхăтра çитерменнипе тата суманнипе, сывлăш температурипе, ыттипе çыхăннă. Кĕтмен тапхăрта ăна пĕчĕклетни манăн ĕнесен те пулкалать. Мĕншĕнне тупса палăртас тесе çамкана самай картлама тивет. Зоотехник каялла чакнине çийĕнчех систерет. Лайăхрах çитерме тата сума пуçлатăп та — кăтарту ÿсет.

— Манăн анне фермăра ĕçленĕ чухне ирхине 3 сехетре ура çинчеччĕ, 4 сехет тĕлне унта çитетчĕ.

— Эпĕ те çавнашкал йĕркепе нумай çул пурăнатăп. Килти хуçалăхри выльăха ытларах упăшка Валерий Михайлович пăхать.

— Çак хуравпа калаçăва вĕçлер. Сире республикăри операторсен ăмăртăвĕнче çĕнтерме вăй, чăтăмлăх сунатăп.

— Тавах ырă суннăшăн.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.