Витаминсем пĕтмеççĕ-и?
Пахчаçимĕçе, аш-какая, пулăна, сĕт-турăх юр-варне этем ĕлĕкренех саппаслама тăрăшнă. Улма-çырла тапхăрпа çеç пулать-çке, выльăха пуссан та пĕр харăсах çисе янин усси сахалрах. Тĕрлĕ мелсемпе хатĕрленĕ саппаса: типĕтнĕ, тăварланă, йӳçĕтнĕ, тĕтĕмленĕ т.ыт. Чăваш шăрттанĕ, чăкăчĕ инçе çула тухаканшăн чи пĕлтерĕшлĕ япаласен шутĕнче пулни паллă.