Ман пĕрремĕш, ман юратнă вĕрентекенĕм

8 Раштав, 2016

Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн шкул çулне çитмен тата пуçламăш классен вĕренĕвĕн кафедри пуçарнипе авăн уйăхĕнче «Ман пĕрремĕш, ман юратнă вĕрентекенĕм» ятпа эссесен конкурсĕ пуçланчĕ. Кăмăл тăвакан кашни шкул ачи, ашшĕ-амăш, воспитатель, учитель хайлавсен тупăшăвне хутшăнма пултарчĕ.

Çак кунсенче вара конкурсра мала тухнисен чыславĕ иртрĕ. Жюрин кăткăс та яваплă ĕçне тăваканĕсем кашни хайлав, автор чĕри витĕр тухса, чуна тыткăнламалла шăрçаланнине палăртрĕç.

— Çамрăк çыравçăсен пур йĕркинче те мĕн чухлĕ ырă сăмах вуланать, ăшă туйăм сисĕнет! Пире, пуçламăш классен кафедринче вăй хуракансене, уйрăмах шкул ачисем хăйсен пĕрремĕш учителĕсене юратни, хисеплени питĕ хăпартлантарать, — терĕ чыслав саманчĕ пынă вăхăтра конкурса йĕркелекенсенчен пĕри Алевтина Рюриковна Федорова.

Комиссие 184 ĕçе тишкерсе хак пама чăннипех те çăмăл килмерĕ. Апла пулин те ăмăрту — ăмăртăвах!

Çамрăк авторсенчен чи пултаруллисем йышĕнче манăн ентешсем, Комсомольски районĕнчи Айдар Салахутдинов /Тукай Мишер/, Данил Титов /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/, Александра Чернова /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/, пулни мана уйрăмах савăнтарчĕ.

Эпĕ хам та çак конкурса хутшăнма кăмăл турăм. Ман пĕрремĕш вĕрентекенĕм, юратнă учителĕм паян Красноармейски районĕнчи Пикшик ялĕнче пурăнать. Кăçал 90 çул тултарчĕ Нина Андреевна Васильева. Унпа тĕл пулнă кашни самант — маншăн телей! Çулне кура мар пурнăçпа тан пырать юратнă вĕрентекенĕм. Кулленех вăл хаçат-журнал тишкерет, телевизор пăхать... Ĕçпе вăрçă ветеранĕ паян та шкул ыйтăвĕсенчен аякра тăмасть. Пăшăрхантараканни вара самаях. Хальхи çамрăксем вĕренĕве тивĕçлипе хакламаннине туять аслă ăру çынни.

Пирĕн иксĕмĕрĕн, икĕ педагогăн, сÿтсе явмалли тупăнсах пырать...

Хамăн ĕçĕмре чĕререн тухакан сăмахсене, паллах, ăна халалларăм. Юратнă вĕрентекенĕме пулах - ун пек пулас килнишĕнех — вĕрентÿ тытăмĕнче 30 çула яхăн вăй хуратăп.

Педагогсен тупăшăвĕнче иккĕмĕш вырăна тухма пултарнишĕн юратнă вĕрентекенĕм тÿпи çав тери пысăк.

Ĕçе йĕркелекенсене пысăк тав сăмахĕ каланă май «Ман пĕрремĕш, ман юратнă вĕрентекенĕм» конкурс малашне вăй илсе аталанса пырасса шанатăп. Тепĕр çулччен, юратнă конкурс!

Елена ЯНДРОВА,

чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

Шупашкар,

41-мĕш шкул.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.