Комментари хушас

8 Раштав, 2016

Пулĕ ăнăçлă спектакль!

Ялти культура çуртне ачасем хаваспа çÿреççĕ. Кунта Вера Федоровна Кузнецова вĕсене Пукане театрне кĕтет-çке! Хальхинче Ĕç çыннин çулталăкне халалласа «Эпир ялтах юлатпăр» пьеса лартма палăртнă. Çапла, пуканесене кăна чĕрĕлĕх кĕртмеççĕ кунта çÿрекен маттурккасем, хăйсем те тăрăшсах тĕрлĕрен сăнар калăплаççĕ. «Эпир ялтах юлатпăр» пьесăпа конкурса хутшăнма Шупашкара каяссине пĕлсен вара пушшех те хавхаланчĕç. Вера Тинюкова Верук, Алена Силюкова Тоня, Оля Толстова Сухви, Даниил Хитров зоотехник, Юлиан Чиркин Жора, Николай Таютов Иван Семенович сăнарне выляма калаçса татăлчĕç.

— Вылянă чухне сăнара чунпа туймалла, — вĕрентрĕ вĕсене Вера Федоровна.

Пултаруллă ертÿçĕ хăйĕн ĕçне чунĕпех парăннă. Çавăнпах ачасем унăн кашни сăмахне тăнлаççĕ, ăна юратаççĕ. Кунсеренех уроксем хыççăн Пукане театрĕн кружокне васкаççĕ. Тăрăшулăхĕ вара çитĕнÿсенче курăнать. Çак театр республика фестивалĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă.

— Юлиан Чиркин питĕ лайăх вылять, — мухтать 7-мĕш класс ачине Вера Федоровна. — Фестивальте пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ вăл. Вера Тинюкова вара — 3-мĕш.

Тĕрлĕ конкурс-фестивальте çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕ те, Тав çырăвĕ те чылай паллах. Спектакльсене хатĕрленмелли пÿлĕмре йĕри-тавра вырнаçтарнă декорацисем те тÿрех куçа илĕртеççĕ. Юмах тĕнчи тейĕн кунта! Ачасем ăшша туртăннине пурте пĕлеççĕ. Эппин, Вера Федоровнăна кунта çавăн пек ăшăлăх тытса тăнăшăн ырламалла.

Халĕ хатĕрлекен спектакль те çитĕнÿ илсе килĕ-ха. Ăна ахальтен суйламан-çке.

— Паянхи кун ялта юлакан, фермăра ĕçлеме килĕшекен çамрăк сахал. Ку пьесăра ачасем амăшĕсене пулăшас тесе ялтах юлаççĕ. Акă ĕнтĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх, — ăнлантарчĕ Вера Федоровна.

Лариса ПЕТРОВА.

Патăрьел районĕ,

Сăкăт ялĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.