Ăшă вите кирлĕ
Сысна тирĕ ытти выльăхăнни пек çăра çăмпа витĕнмен. Сивĕрен ăна шăрт пачах та хӳтĕлеймест. Тир айĕнчи çу сийĕ çеç шăнасран хӳтĕлет. Çавăнпа сыснана ăшă вите кирлех. Сивĕ витере сыснан ăшăнма нумай энерги пĕтет, унăн иммунитет вăйсăрланать, чирлеме пултарать. Чирленĕ выльăха сиплесси çăмăл маррине аван пĕлетпĕр.
Çулла пылчăкра йăваланать пулин те тирпейсĕр тесе калаймăн сысна пирки. Вăл хăйĕн айне нихăçан та вараласа выртмасть, йăвинчен пăрăнса каяшлать. Ирхине кăларма хăнăхтарсан хăех пĕрре çӳренĕ тĕле çӳрет, урайĕнчи улăм хăвăрт вараланмасть.
Сысна апат тиркемест, анчах ăна йӳçĕхнĕ, пăсăлнă апат памалла мар. Вĕсен ăш-чикĕ хăвăрт пăсăлать.
Вите урайĕ ăшă тата тасатма меллĕ пулмалла. Сысна выртакан тĕле урайне хăма сармалла. Каяш пуçтарăнакан урайне бетонран сарма юрать. Мĕнпур чĕрчун пекех сыснана çутă кирлĕ. Çавăнпа витене пĕр-икĕ чӳречеллĕ тумалла, хĕллехи вăхăтра кун кĕске, хăвăрт тĕттĕмленет. Электричество çутипе тивĕçтермелле. Икĕ-виçĕ чĕрчун пулсан витене ятарласа хутса ăшăтмасан та юрать. Анчах витери температура Œ1 градусран сивĕрех пулмалла мар. Сивĕ çанталăкра ăшăтса тăмалла.
Сыснана лайăх условисенче çитĕнтерсессĕн вăл хăвăрт ӳсет, унăн какайĕ те тутлă, усăллă пулать.
Комментари хушас