Чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕ

8 Раштав, 2016

Пушкăрт Республикин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 105 çул çитнĕ ятпа раштав пуçламăшĕнче поэзи уявĕ иртрĕ.

Пелепей чăвашĕсен ертÿçи Владимир Яковлев пирĕн республика делегацине чи малтанах кунта чăваш гимназийĕпе паллаштарчĕ. Тĕрлĕ халăх ачи чăваш чĕлхипе литературине юратса вĕренет. Тăван халăх культурине, ырă йăлисене ăса хываççĕ.

Кĕçех Слакпуçне çул тытрăмăр. Кунта районти шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентекенĕсем «Ухсай вулавĕсем» регионсен хушшинчи ăслăлăхпа меслетлĕх конференцине пуçтарăннă. Конференцин пĕрремĕш пайĕнче Çĕрпÿ районĕн чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем хутшăннипе Интернет урлă онлайн мелĕпе иртрĕ. Иккĕмĕш пайĕнче Пелепей районĕнчи учительсем Ухсай Яккăвĕн пархатарлă ĕçне хакларĕç.

Слакпуç шкулĕпе паллашма питех те кăмăллă пулчĕ. Кунта чăвашлăх малти вырăнта пулни кашни утăмрах сисĕнет. Ачасем чăваш чĕлхипе литературăна чăваш шкулĕн тĕслĕх программипе вĕренеççĕ. Тăван чĕлхене юратни кăмăла хăпартлантарать.

Ухсай Яккăвĕн музейĕ те хăйĕн пуян та хаклă экспоначĕсемпе тыткăнларĕ. Слакпуçри фольклор ушкăнĕ çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ. Музей ертÿçи Алевтина Жилкина паха экспонатсемпе, поэт пурнăçĕнчи интереслĕ самантсемпе паллаштарчĕ. Аслă ăру поэчĕн сумлă ячĕ чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕ пулнине çирĕплетрĕç. Слакпуç икĕ паллă сăвăç парнеленĕ чăваш халăхне. Эпир Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕн палăкĕсем патне чĕрĕ чечексем хутăмăр.

Каçкÿлĕм Слакпуçĕнчи Культура çуртĕнче иртнĕ «Эс — халăх ывăлĕ, мухтавĕ! Тавах сана, Якку пичче!» фестивале халăх нумай пухăнчĕ. Шупашкартан килнĕ артистсем, вырăнти фольклор ушкăнĕн пултаруллă ăстисем юрă-ташăпа, сăвă-такмакпа, вăйă-кулăпа куракансене савăнтарчĕç.

Тĕрлĕ мероприятирен пуян кун Пелепейри Культура керменĕнче Валерий Клементьев ертсе пыракан артистсен концерчĕпе вĕçленчĕ.

Курни-илтни пуриншĕн те ĕмĕрлĕхе асра юлĕ. Слакпуç чăвашлăха упрать, аталантарать.

Геронтий НИКИФОРОВ,

ЧНК вĕренÿ тата ăслăлăх

комитечĕн председателĕ.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: Слакпуçĕнчи тĕлпулу.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.