Комментари хушас

8 Раштав, 2016

Витаминсем пĕтмеççĕ-и?

Пахчаçимĕçе, аш-какая, пулăна, сĕт-турăх юр-варне этем ĕлĕкренех саппаслама тăрăшнă. Улма-çырла тапхăрпа çеç пулать-çке, выльăха пуссан та пĕр харăсах çисе янин усси сахалрах. Тĕрлĕ мелсемпе хатĕрленĕ саппаса: типĕтнĕ, тăварланă, йӳçĕтнĕ, тĕтĕмленĕ т.ыт. Чăваш шăрттанĕ, чăкăчĕ инçе çула тухаканшăн чи пĕлтерĕшлĕ япаласен шутĕнче пулни паллă.

Хальхи вăхăтра хăяра, помидора, ытти пахчаçимĕçе банкăсене тĕрлĕ майпа консервласа хуратпăр: лечо, салат, маринад т.ыт. Вĕсем хĕллехи менюна анлăлатма пулăшаççĕ. Тата хамăр алăпа хатĕрленĕ çимĕçе экологи тĕлĕшĕнчен таса вырăнта çитĕнтернĕ, ăна консервланă чухне нимĕнле ароматизатор, эмульгатор, стабилизатор та хушман. Хĕллехи вăхăтра хамăр алăпа хатĕрленĕ банкăна уçниех кăмăла çĕклет.

Пĕçерсе консервланă çимĕçре усăлли сахал тенине илтме пулать. Паллах, консерв чĕрĕ çимĕçпех танлашаймасть, анчах унта усăлли çук тееймĕн.

Пĕçернĕ чухне хăшпĕр вещество витĕмленет те. Тĕслĕхрен бетакаротин тата ликопин антиоксидантсем вĕретнĕçемĕн вăйлăланаççĕ. Е витамин та пĕçернĕ чухне арканмасть. Кальци, магни, ытти минералсем, микроэлементсем, Омега-3 çуллă йӳçек чиперех упранаççĕ.

С витамин вĕрипе арканать. Купăстана йӳçĕтнĕ чухне вăл вара вăйланать.

Консервсене вăхăтра усă курмалла. Лавккари банкăсене управ вăхăтне пăхмасăр ан туянăр. Уçнă банкăри çимĕçе вăрах упрама юрамасть. Шăвăç банкăри çимĕçе кĕленче е пластик савăта куçарса 2-3 кун холодильникра тытма юрать. Уçнă хыççăнах çини е апат хатĕрлеме усă курни аванрах.

Уçман консервсене, туяннине те, хамăр хупнине те тĕттĕмрех вырăнта, типĕ çĕрте, пӳлĕмри температурăра упрамалла. Хупăлчи мăкăрăлнă тата хупăлча сирпĕннĕ банкăри çимĕçе çимелле мар.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.