Archive - Пуш 2015

март 12th

12 Пуш, 2015

Туятăп, телейлĕ самант çитетех!

Улттăмĕш космонавт класĕнчи Анжела Александрова - ушкăнри лидер. Ăна тус-юлташĕ-сем çеç мар, педагосем те хисеплеççĕ, юратаççĕ. Вĕренÿре те, спортра та ытти обществăлла ĕçсенче те хастар вăл.

12 Пуш, 2015

Сывлăх çирĕп, ÿт-пÿ сывă

Пирĕн шкулта сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ. Чылайăшĕ спортпа, физкультурăпа туслă. Сывлăх кунне ирттересси йăлара. Юлашки вăхăтра асасем кăна мар, аслисем те гриппа чирлерĕç. Чир-чĕре çĕнес тесе шкул директорĕ Любовь Александровна сывлăх кунĕ ирттерме сĕнчĕ.

12 Пуш, 2015

Компьютер умĕнче ларма хăнăхман

Дима Сергеевпа Саша Васильев тахçанах туслă. Пĕр класра вĕренекенсем тĕрлĕ ялтан пулсан та час-часах тĕл пулма май тупаççĕ. Ара, шкулта кăна мар, пушă вăхăтра та пĕрле пулас килет-çке! Ун пек хаваслăрах та. Тĕрлĕ вăйă шухăшласа кăларма та çăмăлтарах.

12 Пуш, 2015

«Шырав» яланах шыравра

Шупашкарти 62-мĕш шкулта вĕренекенсен «Шырав» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалланă. Йĕркелесе ирттерекенĕ - çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ парас енĕпе ĕçлекен ЮНИТЭКС центр.

12 Пуш, 2015

Тăван чĕлхе уявĕ

Пирĕн районта тĕрлĕ халăх çынни пĕр çемьери пек килĕш-терсе туслă пурăнать. Кунта ытларах чăвашсемпе тутарсем тата вырăссем. Республикăра пур чĕлхе те тивĕçлĕ шайра, нихăшне те хĕсĕрлемеççĕ. Тăван чĕлхе кунĕ те районта чи малтан чăваш чĕлхине чыслассинчен пуçланчĕ.

12 Пуш, 2015

«Кайăк чĕвĕлтетни кăмăла çĕклет...»

Кашни ялтах пултаруллă çынсем пур. Пĕрисем йывăçран тĕрлĕ эреш ăсталаççĕ, теприсем çав йывăçсене ĕмĕр сыхласа та упраса пурăнаççĕ. Сăмахăм шăпах Шĕмшеш ялĕнчи Леонид Николаевич Тверсков çинчен.

12 Пуш, 2015

ШYПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ. /мартăн 11-мĕшĕ тĕлне/

ПАХЧА ÇИМĔÇ
Килограмм тенкĕ
Çĕрулми 28-35
Купăста 35
Сухан 35-37
Кишĕр 35-40
Ыхра 140-150
Хăяр 70-160
Хĕрлĕ кăшман 35
Помидор 70-160
Пылак пăрăç 80-160
Тăварланă хăяр 100-120
Йÿçĕтнĕ купăста 100-120
 
УЛМА-ÇЫРЛА
Панулми 45-120
Иçĕм çырли 100-180
Апельсин 70-90
Лимон 70-120
Банан 70-100
Шур çырли 300

Pages