Комментари хушас

12 Пуш, 2015

Туятăп, телейлĕ самант çитетех!

Улттăмĕш космонавт класĕнчи Анжела Александрова - ушкăнри лидер. Ăна тус-юлташĕ-сем çеç мар, педагосем те хисеплеççĕ, юратаççĕ. Вĕренÿре те, спортра та ытти обществăлла ĕçсенче те хастар вăл.

- Унччен эпĕ Шĕнер шкулĕнче вĕренеттĕм, халĕ Калининора ăс пухатăп. Питĕ килĕ-шет мана кунта, ачисем те, педагогĕсем те ырă-ырă. Çакăнти савăклăх пурнăçра çитĕнÿсем тума хавхалантарать те. Малашнехи тĕллев те пур манăн. Отличник пуласшăн. Халĕ авă пĕр предметпа çеç «4» паллă тухнă, ыттисем йăлтах «5»! Чи юратнă предмет - математика. Рисовани урокне те чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Альбом çине уйрăмах çутçанталăк илемне куçарма кăмăллатăп. Юрă-ташăсăр та пурăнаймастăп. Мана аттен аппăшĕ те, Надежда Григорьевна Андреева, хавхалантарса, савăнтарса тăрать. Ун патĕнче пурăнатăп та, маншăн вăл чи çывăх çын. Чылай ĕçе пĕрле пурнăçлатпăр. Урай сĕретĕп е кашăк-чашăк çуса тасататăп-и, вăл мана ырласа çитереймест:

- Ах, мĕн тери маттур эсĕ, Анжела! - тет ăшшăн пăхса.

Мĕнешкел ырă çын вăл, Надежда Григорьевна. Ăна питĕ юрататăп, вăл та çавах. Эпĕ унăн сăмахĕнчен тухмастăп, пĕр татăк çăкăра та унпа пайлама хатĕр. Анне вара пирĕнтен аякра. Кĕçех таврăнмалла. Эпĕ çав куна чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Манăн ăна питĕ-питĕ курас, ыталас килет. Акă пĕррехинче çав телейлĕ самант çитетех. Алăк уçăлĕ те пÿрте анне кĕрсе тăрĕ... Юратнă çыннăмсене иртсе кайнă уяв ячĕпе чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп, - терĕ вăл пурă илсе доска çине пысăк саспаллисемпе «анне» тесе çырнă май.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Вăрнар районĕ, Калинино шкулĕ.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.