Archive - Пуш 2015

март 13th

13 Пуш, 2015

Çын парăмĕшĕн явап тыттарчĕç

Иртнĕ çулхи август уйăхĕн 21-мĕшĕнче 60 çул тултарса тивĕçлĕ канăва тухрăм. Пĕрремĕш пенсие - 8652 тенкĕ те 59 пуса - октябрь уйăхĕнче илтĕм. Пенси фончĕн Канаш хулинчи управленине çитсе уйăхри тÿлев суммипе кăсăклантăм.

"Суд приставĕсен йышăнăвĕпе санăн пенси укçин çуррине парăма саплаштармашкăн тытса юлаççĕ", - терĕç унти специалистсем.

март 12th

12 Пуш, 2015

Иван Скобревран тĕслĕх илет

Шупашкар районĕнчи Чантăрта пурăнакан Федоровсен çемйинче пĕрин хыççăн тепри 10 ача кун çути курнă. Ашшĕпе амăшĕ кашнине тĕрĕс воспитани пама, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ. Вĕсен ывăл-хĕрĕ тĕрлĕ енлĕн аталанма тăрăшнă. Халĕ аслисем йăваран вĕçсе тухнă, тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ.

12 Пуш, 2015

Финанс кризисĕ мар, халăх ăс-хакăлĕн кризисĕ хăрушăрах

Февралĕн 21-мĕшĕ, Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ, хыçра ĕнтĕ. Апрелĕн 25-мĕшĕччен, Чăваш чĕлхи кунĕччен, вăхăт самай. Çапах манăн паян атте-анне чĕлхипе çыхăннă ыйтусенех хускатас килет. Мĕншĕн? Сăлтавĕ çук мар. ЮНЕСКО тĕпчевçисем чăваш чĕлхине пĕтсе пыраканнисен йышне кĕртнĕренпе ултă çул хыçа юлчĕ.

12 Пуш, 2015

Пирус туртакансене курмăш тумалла-и?

Пĕлтĕрхи июнĕн 1-мĕшĕнче Пируспа кĕрешмелли саккунăн иккĕмĕш пайĕ вăя кĕчĕ. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, 2013 çултанпа, саккун пурнăçа кĕнĕренпе, Раççейре туртакансен йышĕ 16-17% сахалланнă, кашни 6-мĕш çын усал йăларан писнĕ.

12 Пуш, 2015

Пусăрăнчăк кăмăл пурнăç хĕлхемне ан сÿнтертĕр

Республикăра хăй çине алă хуракан йышланнă

Çул çитмен çамрăк хăйĕн çине алă хуни педагогсемпе психологсене яланах тавлаштарнă. Тавлаштарать те. Çамрăклăх, шанчăк, ирĕклĕх, савăнăç, юрату, туслăх... Çак сăмахсемпе хаклама пулать пурнăçăн илемлĕ те савăк тапхăрне. Анчах яш-хĕре хăрушă утăм тума мĕн хĕтĕртет? Çамрăка мĕн пăшăрхантарать? Вун-вун ыйту...

12 Пуш, 2015

“Тухтăрсене каçар, унсăрăн амăшĕн кĕллине Турă илтмеймĕ”

Амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмран телейлĕрех çын çук. Варта тĕвĕленнĕ чун аталанма тытăнсан хĕрарăм утса мар, вĕçсе çÿрет. Хăйне нихăçанхинчен ытларах упрама тăрăшать - вăл хăйĕншĕн кăна мар, варти чуншăн та пурăнать-çке. Темĕн тума та хатĕр пулас амăшĕ - тĕпренчĕкĕ çеç сывă çуралтăр. Анчах ăçтан тупăнать çав амак? Çĕр çине килнĕ ачан телейне аркатса ыттисем пек пурăнма чăрмантараканни. Кашнинех симĕс курăк çийĕн çарран чупас, çутçанталăк илемĕпе туллин киленес килет. Çук, пуç усмаççĕ амăшĕсем.

12 Пуш, 2015

“Эп телейлĕ пулăп пурпĕрех...”

Алена СЕРГЕЕВА - сцена çинчи ят. Çак чиперкке юрăçăн паспортри ячĕ - Елена. Асламăшĕ Андриян Николаев космонавтăн хĕрĕн ятне питĕ юратнипех мăнукне ытарлăн Алена тесе чĕнме пуçланă. Ватă çын сăмахĕ тăватă çын сăмахĕ пулнăран-ши ăна паян пурте - амăшĕнчен пуçласа тусĕсем таранах - савса Алена теççĕ.

12 Пуш, 2015

Вăрçă палли... кĕмĕлпе витĕннĕ пуçрах

Фашистсен тискерлĕхĕ, çапăçури пирĕн салтаксен паттăрлăхĕ кинофильмсенче, кĕнекесенче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлчĕ. Аллине туя тытнă е хăшĕ-пĕри килĕнчен те тухса çÿреймен ветерансемпе юнашар ларса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин йывăр çулĕсене аса илсе калаçмашкăн та пирĕншĕн пысăк чыс. Хаяр вăрçăпа пĕр килнĕ шăпине куç умне тепĕр хут кăларма ыйтмашкăн кăмăла хытарса Шупашкарта тĕпленнĕ Евгений Тимофеевичпа Лидия Михайловна Скворцовсен хваттерĕн алăкĕнчен шаккарăм. Татăк çăкăра 50 çул ытла пĕрле пайлаççĕ вĕсем.

12 Пуш, 2015

Тантăшĕсем тăвайккинче ярăннине чÿречерен çеç сăнайнă

Федот Никитич Орлов... Совет Союзĕн Геройĕ, летчик. Унăн пурнăçĕпе паттăрлăхĕ çинчен Аркадий Ĕçхĕл çырнă "Ăмăрткайăк" поэмăна, хăй аса илсе хайланă "Юрататăп Тăван çĕршыва" кĕнекене эпĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вуланăччĕ. Каярахпа Василий Эктелĕн "Пархатар" романĕпе паллашрăм. Халĕ, чăвашсен мухтавлă арĕ çинчен хаçатра çырма хатĕрленнĕ май, вĕсене алла тепĕр хут тытрăм. Ача чухнех пуçа пăраланă ĕмĕтсем - паттăрăн тăван ялне çитсе тата вăл пурăннă çурт-хваттере кĕрсе курасси - тинех пурнăçланчĕç.

12 Пуш, 2015

“Çамрăксен хаçачĕн” пики

Мария Самделова, 19 çулта. Патăрьел районĕнчи Шăхач ялĕнче çуралса ÿснĕскер И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вĕренет. Спортпа та туслă вăл, сăвăсем те хайлать. Чăвашлăхшăн хыпса çунать.

Ольга Никитина, 16 çулта. Елчĕк районĕнчи Ĕнел ялĕн пики Елчĕк вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра ăс пухать.

Pages