Вăрçă палли... кĕмĕлпе витĕннĕ пуçрах
Фашистсен тискерлĕхĕ, çапăçури пирĕн салтаксен паттăрлăхĕ кинофильмсенче, кĕнекесенче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлчĕ. Аллине туя тытнă е хăшĕ-пĕри килĕнчен те тухса çÿреймен ветерансемпе юнашар ларса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин йывăр çулĕсене аса илсе калаçмашкăн та пирĕншĕн пысăк чыс. Хаяр вăрçăпа пĕр килнĕ шăпине куç умне тепĕр хут кăларма ыйтмашкăн кăмăла хытарса Шупашкарта тĕпленнĕ Евгений Тимофеевичпа Лидия Михайловна Скворцовсен хваттерĕн алăкĕнчен шаккарăм. Татăк çăкăра 50 çул ытла пĕрле пайлаççĕ вĕсем. Кил хуçи - салтак аттине уринчен 10 çул хывманнине, мăшăрĕ йĕпе çăпатине кунсерен урарах типĕтнине паянхи пек астăваççĕ.
Пÿлĕмре курăмлă вырăнта çакăнса тăракан вун-вун орден-медальлĕ пиншака асăрхасан вăрçа 17 çултах тухса кайнă каччăн пурнăçĕ йывăр килнине кирек кам та ăнланĕ. Ашшĕнчен тăватă çултах тăлăха юлнă вăл. Муркаш районĕнчи Чемей ялĕнчи улăм витнĕ çуртра икĕ çул аслăрах аппăшĕпе чирлĕ амăшĕсĕр никам та пулман. Пурнăç ытла йывăрланнăран аппăшне вăхăтлăха Етĕрнери ача çуртне вырнаçтарнă, каярахпа Çĕрпĕве куçарнă. Пĕве кĕреспе кăна тăван килне таврăнайнă вăл.
- 1943 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче вăрçа кайма ят тухрĕ. Юлташсемпе тутăрсем сулласа юрласа çÿрерĕмĕр. Тăвансем килĕрен кĕртсе ăсатрĕç. 19 çулти йăмăкăм лашапа вуникĕ çухрăмри Советскине леçрĕ, - аса илнĕ чухне куççульне темиçе хутчен те шăлчĕ Евгений Тимофеевич. Малалла вулас...