“Тухтăрсене каçар, унсăрăн амăшĕн кĕллине Турă илтмеймĕ”
Амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмран телейлĕрех çын çук. Варта тĕвĕленнĕ чун аталанма тытăнсан хĕрарăм утса мар, вĕçсе çÿрет. Хăйне нихăçанхинчен ытларах упрама тăрăшать - вăл хăйĕншĕн кăна мар, варти чуншăн та пурăнать-çке. Темĕн тума та хатĕр пулас амăшĕ - тĕпренчĕкĕ çеç сывă çуралтăр. Анчах ăçтан тупăнать çав амак? Çĕр çине килнĕ ачан телейне аркатса ыттисем пек пурăнма чăрмантараканни. Кашнинех симĕс курăк çийĕн çарран чупас, çутçанталăк илемĕпе туллин киленес килет. Çук, пуç усмаççĕ амăшĕсем. Чирлĕ çуралнă тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратас тесе çĕр çывăрмасăр, йывăр диагноза пăхмасăрПĕртен-пĕр шанчăк...
Тутарстан Республикинчи Аксу районĕн каччипе Андрей Фадеевпа Çĕнĕ Шупашкар хĕрĕ Мария Чекурина çемье çавăрсан ăрăва тăсма васкаман. Пурнăçа йĕркелеме, пурăнмалли кĕтес тума тăрăшнă вĕсем. Мăшăр 30 çула çитсен çеç ача пирки сăмах тапратнă. Кирюша 38-мĕш эрнере йывăр афексийăпа /сывлăш çитменни/ çуралнă, кăвапи мăйĕ тавра çаврăннă. Çавна май арçын ачан пуç мими сиенленнĕ. Хăрушă диагноз Çĕнĕ Шупашкарти Андрей Фадеевпа Мария Чекуринăшăн аçа çапнă евĕрех пулнă: ДЦП, эпилепси... Списока ахаль çын ăнланмалла мар сăмахсем вăрăмлатнă. малалла талпăнаççĕ. Амăшĕн кĕллине Турă илтетех... Малалла вулас...