“Эп телейлĕ пулăп пурпĕрех...”

12 Пуш, 2015

Алена СЕРГЕЕВА - сцена çинчи ят. Çак чиперкке юрăçăн паспортри ячĕ - Елена. Асламăшĕ Андриян Николаев космонавтăн хĕрĕн ятне питĕ юратнипех мăнукне ытарлăн Алена тесе чĕнме пуçланă. Ватă çын сăмахĕ тăватă çын сăмахĕ пулнăран-ши ăна паян пурте - амăшĕнчен пуçласа тусĕсем таранах - савса Алена теççĕ. Чăн ята вăл документсемпе аппаланнă чухне çеç аса илет. Аленăн кăмăл çирĕплĕхне, пурăнас хăватне тĕрĕслес тенĕн виçĕ çул каялла шăпа ăна чĕркуçлентерчĕ... Юрăç хăйĕн кун-çулĕн синкерлĕ те курăмлă саманчĕсем çинчен аса илсе вулакан умĕнче чунне уçма килĕшрĕ.

- Çак çĕр çинче пурăнакан миçе пин çын: "Эп телейлĕ пулап пурпĕрех", - тесе кунсерен хăйне хăй ĕнентермест-ши? Эсĕ те ав вĕсен ретĕнче. Çĕнĕ дискун ятне те çÿлерех асăннă сăмахсенех патăн. Юррупа телей шыракан çынсен чунне çĕнĕрен пăлхататăн ĕнтĕ.

- Çав териех телейсĕр мар эпĕ. Çумра ачамсем, атте-анне, тăвансем пур. Виçĕ çул каялла мăшăрăм ĕмĕрлĕхех уйрăлнă хыççăн ман пирки ял-йыш "телейсĕр хĕрарăм" тенине пĕрре мар илтме тÿр килчĕ. Пĕр юррăмра çакнашкал сăмах çаврăнăшĕ пур: "Хăть мĕнле выртса макăрсан та телее укçалла илеймĕн". "Хăй юрлакан юррăн сăмахĕсем хăйнех пырса çапрĕç", - текенсене хирĕçлесе: "Эпĕ те тулли телейлĕ пулăп пурпĕрех", - теес килет.

Вăхăт çитсен ачасем ăшă йăваран вĕçсе тухса кайĕç. Ватлăха пĕччен тунсăхласа ирттерес килмест. Ара, вăрçма та çын кирлĕ темеççĕ-и-ха? Хамăн телее тупасса шанатăп. Ман тĕле те пуян чунлă, ырă кăмăллă арçын лекĕ-ха. Ун чухне телейĕн тулли куркине тĕппипех ĕçĕп.

- Çыравçăсем сăвă-калавра хăйсен шăпине сăнлаççĕ теççĕ. Кунта тĕрĕслĕх пурах. Юрăç та çавах ĕнтĕ - ытларах хăйĕн çинчен юрлать. Ара, чуна выртман юрăпа халăх умне епле тухăн? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.