Комментари хушас

12 Пуш, 2015

Пусăрăнчăк кăмăл пурнăç хĕлхемне ан сÿнтертĕр

Республикăра хăй çине алă хуракан йышланнă

Çул çитмен çамрăк хăйĕн çине алă хуни педагогсемпе психологсене яланах тавлаштарнă. Тавлаштарать те. Çамрăклăх, шанчăк, ирĕклĕх, савăнăç, юрату, туслăх... Çак сăмахсемпе хаклама пулать пурнăçăн илемлĕ те савăк тапхăрне. Анчах яш-хĕре хăрушă утăм тума мĕн хĕтĕртет? Çамрăка мĕн пăшăрхантарать? Вун-вун ыйту...

Психологсем куçăм тапхăрĕ йывăр вăхăт пулнине палăртаççĕ. Хăшĕ-пĕрин вăл сисĕнмесĕр иртет. Теприсемшĕн çак тапхăра парăнтарасси - чĕр нуша. Ăсчахсем кирек мĕн шухăшласа кăларсан та /хĕвел хастарлăхĕ улшăнни, магнит тăвăлĕ.../ çамрăкăн психикине таврари çынсем витĕм кÿни тĕп вырăн йышăнать. Çак йыша çемье, ашшĕ-амăшĕ, тус-юлташĕ кĕрет. Çамрăк вăл е ку субкультурăпа çыхăнни те пĕлтерĕшлĕ. Паллах, чи малтанах йăлтах çынран хăйĕнчен килет.

Психологсем ашшĕ-амăшĕн ачана чи лайăх тĕслĕх кăтартмалли, унпа тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттараççĕ. Уйрăмах - куçăм тапхăрĕнче. Ача çынпа хутшăнма пăрахни, чĕмсĕрленни - сисчĕвленмелли сăлтавсем. Специалистсем унпа чуна уçса калаçма сĕнеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕн кăмăлĕ патне çул тупмаллах. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.