Archive - 6 Пуш, 2015

6 Пуш, 2015

Çĕрпÿсен йывăр лавĕ малаллах кайтăр

Юнкун Çĕрпÿ хулинче районăн 2014 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкерчĕç. Ăна Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Александр Казаков пĕлтĕрхи кăтартусене виçĕмçулхипе танлаштарса доклад турĕ.

6 Пуш, 2015

Хресчен ыранхи куна шанать-и?

Çĕр ĕçченĕн пурнăçĕнче юлашки 20 çулта пысăк улшăну пулнăран ăсчахсем ял аталанăвĕн кунçулне тĕпчесе тивĕçлĕ хак пама, чун ыратнине пусарса ырă шанăçлă куçпа пăхса пахалама тытăнчĕç.

6 Пуш, 2015

Биологи меслечĕн пĕлтерĕшĕ пысăк

Çĕр чăмăрĕ çинчи тăпра XIX ĕмĕр çурричченех ÿсен-тăран çĕрĕкĕпе, выльăх каяшĕпе пулăхланнă. Паллах, вăл вăхăтра ăслăлăх вăрах аталаннă, тырпул начар çитĕннĕ. Халăх йышĕ вара çулсерен хушăннă.

1840 çулта нимĕç химикĕ Ю. Либих ÿсен-тăрана минералпа апатлантармалли теорие шухăшласа кăларнă. Виçĕ çултанах Европăра пĕрчĕллĕ удобренипе анлă усă курма тытăннă. Англире суперфосфат заводне пуçласа хута янă.

6 Пуш, 2015

Сывлăш пекех эс кирлĕ...

Çак кун, мартăн 5-мĕшĕнче, çÿл тÿпери сар хĕвел те хĕр-хĕрарăмсене çут тĕнче мĕнле илемлĕ пулнине ĕнентерсе, кĕçех чăн-чăн çуркунне çитессе систерсе йăл-йăл çиçрĕ пулĕ. Ара, кĕçех Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ - мартăн 8-мĕшĕ - çитет-çке!

6 Пуш, 2015

Энциклопеди - «Раççей журналистикин ылтăн çÿлĕкĕ» çинче

Çак кунсенче Раççей Журналистсен союзĕн секретариачĕ 2014 çулхи чи лайăх журналистика хайлавĕн пултарулăх конкурсĕн жюрийĕн йышăнăвне çирĕплетнĕ. Премисен лауреачĕсене тата хисеплĕ ятсене тивĕçнисене палăртнă.

6 Пуш, 2015

Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикин 2014 çулхи лару-тăрăвĕ (малтанхи пĕтĕмлетÿсем)

Халăх йышĕ

Чăваш Республикинчи халăх йышĕ 2015 çул пуçламăшĕнче 1238,2 пин çынпа танлашнă, вĕсен 60,7 проценчĕ хулара тĕпленнĕ, 39,3 проценчĕ - ялта. 2009 çул пуçламăшĕпе танлаштарсан ку кăтарту 20 пин çын /1,6 процент/ чакнă, çав шутра хулара - 24,3 пин /3,3 процент/ ÿснĕ, ялта 44,3 пин /8,3 процент/ чакнă.

Ялти халăхăн танлаштаруллă хисепĕ республикăра 2009 çул пуçламăшĕнчинчен 2,9 процент пункчĕ сахалланнă, хулара пурăнакансен асăннă виçе чухлех ÿснĕ. Юлашки çичĕ çулта йыш çуллен вăтамран 3,5 пин çын пĕчĕкленсе пынă.

6 Пуш, 2015

Иккĕмĕш арăм - чун валли

«Пĕрремĕшĕпе ăнмасан иккĕмĕшĕпе те ăнăçмасть»,- теççĕ халăхра. Сăмахĕ ку арлă-арăмлă пурнăç пирки-ха. Чăнах та çапла-ши? Е тата хĕрĕхре пурнăçа çĕнĕрен пуçлама кая мар-и? Урçана качча тухсан телей кураятăн-и? Ют ачасене чунтан юратма пулать-и?

6 Пуш, 2015

Çиçĕмле хĕмленет каток

Хĕл кунĕсенче сивĕ çанталăка пăхмасăрах чылай ача каток çине васкать. Конькипе пуçласа тухнă чухне малтанласа шикленеççĕ пулсан вăхăт иртнĕçемĕн хăюллăнах ярăнма пуçлаççĕ. Чи хастаррисемпе паттăррисем вара пĕр-пĕринпе тавлашса чупма та хăнăхаççĕ. Хăшĕ-пĕрисем чăн-чăн спортсмен пулса тăраççĕ. Вĕсем валли республикăра çуллен 17-20 ăмăрту йĕркелеççĕ.

Стартра - чи пултаруллисем

6 Пуш, 2015

Ялта клуб çук

Эпир, Услă тата Çĕньял Пукаш ялĕсен çыннисем, вунă çул ытла клубсăр пурăнатпăр. Пурччĕ вăл пирĕн, анчах Хуракасси ял тăрăхĕн унчченхи ертÿçи пулнă Виталий Терентьев чипер çуртах сутса янă.

Пушă вăхăта, канăва усăллă ирттерме кансĕррипе çамрăксем лавкка умĕнче пуçтарăнаççĕ е 5 çухрăмри Хуракасси клубне çул тытаççĕ. Магазин çумĕнчи кирпĕч çуртра пĕлтĕр ял халăхĕ валли концерт та йĕркеленĕччĕ. Кунта малашне культура вучахĕ уçма шантарнăччĕ вырăнти пуçлăхсем. Укçа-тенкĕ тивĕçменнипе ăна тытса тăма тăкаклă тесе ыйтăва татса памарĕç.

Pages