Хресчен ыранхи куна шанать-и?

6 Пуш, 2015

Çĕр ĕçченĕн пурнăçĕнче юлашки 20 çулта пысăк улшăну пулнăран ăсчахсем ял аталанăвĕн кунçулне тĕпчесе тивĕçлĕ хак пама, чун ыратнине пусарса ырă шанăçлă куçпа пăхса пахалама тытăнчĕç. Хăйсен ĕçĕсенче агропромышленноç комплексĕн паянхи тата малашлăхри çул-йĕрне ял çыннин шухăш-кăмăлне шута хурса палăртаççĕ. Çĕршыв, республика ĕртÿлĕхĕ вĕсемпе усă курса ялхуçалăхĕнчи тĕллевсене уçăмлатать.

Иртнĕ уйăхра Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ăсчахсен 2014 çулхи тĕпчевне пĕтĕмлетекен сесси 2 куна пычĕ. Ăна Раççей Наука кунне халалларĕç.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн социологипе этнографи пайĕн наукăн аслă сотрудникĕн, философи наукисен кандидачĕн Иван Ильинăн Раççейри ял XX тата XXI ĕмĕрсен чиккинче мĕнле аталаннине тарăннăн сăнлакан докладне итлерĕм.

Вăл Канаш районĕнчи Атнаш ялĕнче хресчен çемйинче çитĕннĕ. Ял пурнăçне хăйĕн куçĕпе курса мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхнĕ. Çавăнпа доклад теми чун-чĕрине çывăх. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.