Комментари хушас

6 Пуш, 2015

Ютран килнисем патент туянаççĕ

2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацине килнĕ мигрантсен ĕçлеме ирĕк паракан хут тутармалла мар, патент туянмалла. Раççей Президенчĕ В.Путин «Ют çĕршыв гражданĕсен Раççей Федерацийĕнчи право хутшăнăвĕсем çинчен калакан саккуна хушăмсем кĕртесси» саккуна тата ĕç шыраса килекен мигрантсене шута илмелли йĕркене çирĕплетекен документсене алă пуснă. Çак çĕнĕлĕхе ăнлантарса пама УФМСăн ЧР управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Степановран ыйтрăмăр.

- Миграци политикинчи улшăнусем - пурнăç хистевĕ. Виза илмесĕр темиçе миллион çын чикĕ урлă çуллен каçать, тĕрлĕ регионта сапаланать. Пирĕн çĕршыва килнин тĕп тĕллевĕ паллă: хăйсен ĕç çуккипе кунта вырнаçасшăн. Çак юхăм юлашки çулсенче кăштах чакни сисĕнет, çапах мигрантсен йышĕ пысăк. Вĕсене шута илмелли кивĕ йĕркене мĕншĕн пăрахăçларĕç-ха?

Унчченхи саккунпа пысăк предприятисем хăйсене мĕн чухлĕ ĕç вăйĕ кирлине пĕлтерсе майăн 1-мĕшĕ тĕлне заявка тăрататчĕç. Квота тейĕпĕр ăна. Калăпăр, строительство компанине 1000 çын кирлĕ-и е кирлĕ мар-и - заявкăна пăхса тухса çирĕплететчĕç. Вăтам тата пĕчĕк предприятисене квота процесне вуçех хутшăнтарман тесен - йăнăшмастăн. Миçе çынна йышăнма пултараяссине вĕсен ертÿçисем те уçăмлă калаймастчĕç. Пĕчĕк предприятисенче ĕçлеме ирĕк памасăрах шутланса тăнă ют çĕршыв çыннисене нумай тупса палăртнă, суд йышăнăвĕпе тăван патшалăхне ăсатнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.