Комментари хушас

6 Пуш, 2015

Сывлăш пекех эс кирлĕ...

Çак кун, мартăн 5-мĕшĕнче, çÿл тÿпери сар хĕвел те хĕр-хĕрарăмсене çут тĕнче мĕнле илемлĕ пулнине ĕнентерсе, кĕçех чăн-чăн çуркунне çитессе систерсе йăл-йăл çиçрĕ пулĕ. Ара, кĕçех Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ - мартăн 8-мĕшĕ - çитет-çке! Çак çурхи уяв ячĕпе Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕ хĕрарăм çыравçăсене сăвă-юрă кĕрекине пухрĕ. Пушă зала мар, Чăваш халăх художникĕн Юрий Матросовăн чечексене сăнарлакан картинисемпе илемлетнĕ литература тĕпелне.

Уява Клара Осокина ертсе пыракан «Тарават» ансамбль илемлĕ юрă-кĕвĕпе пуçларĕ, Раиса Сарпи çак пурнăçра хĕрарăм пурне те сывлăш пекех кирли çинчен сăвă каларĕ. «Аннĕрсем пулман пулсан эсир çут тĕнчене килейместĕрччĕ те вĕт», - терĕ вăл йăл кулса уява килнĕ маттур йĕкĕтсемпе арсене. Чăваш эстрада юрăçисем Алексей Московский, Андрей Кузнецов тата Андрей Думилин литература музейĕн хăнисене юрă-кĕвĕ парнеленипе пĕрлех кашни хĕр-хĕрарăма ырлăх-сывлăх сунса алăранах чечек тыттарчĕç. Çак ăшă САЛАМ, паллах, пурне те питĕ килĕшрĕ. «СВ-ПРЕСС» Издательство ушкăнĕн ертÿçи Александр Вражкин уява пухăннисене Константин Иванов тата Нарспи сăнĕллĕ календарь парнелесе тухни ку çурхи пĕрремĕш уяв кăна мар, Литература тата К.В.Иванов çулталăкĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕлпулу пулнине çирĕплетрĕ.

Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕ ячĕпе хĕрарăм çыравçăсене «Капкăн» редакторĕ Николай Ишентей саламларĕ. Уяв кăмăлĕпе çунатланса Светлана Гордеева, Валентина Маслова, Альбина Юрату, Зоя Сывлăмпи, Нина Пăрчăкан сăвăçсем хăйсен хайлавĕсене вуларĕç.

Пĕр шутласан, тĕлĕнмелле те пек - Литература çулталăкĕ çуркуннене те кĕчĕ вĕт-ха... Тата мĕнлерех ăшă кăмăллă уявпа!

Римма ПРОКОПЬЕВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.