Çиçĕмле хĕмленет каток

6 Пуш, 2015

Хĕл кунĕсенче сивĕ çанталăка пăхмасăрах чылай ача каток çине васкать. Конькипе пуçласа тухнă чухне малтанласа шикленеççĕ пулсан вăхăт иртнĕçемĕн хăюллăнах ярăнма пуçлаççĕ. Чи хастаррисемпе паттăррисем вара пĕр-пĕринпе тавлашса чупма та хăнăхаççĕ. Хăшĕ-пĕрисем чăн-чăн спортсмен пулса тăраççĕ. Вĕсем валли республикăра çуллен 17-20 ăмăрту йĕркелеççĕ.

Стартра - чи пултаруллисем

Конькипе ăмăртса чупакансем кашни çул Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшаççĕ, хула чемпионатне пухăнаççĕ. Аркадий Улангин тренера, Андриян Николаев космонавта тата Владимир Моделов спортсмена асăнса турнирсем ирттересси те йăлана кĕнĕ. Ветерансемпе шкул çулне çитменнисем те уйрăм ятарлă ăмăртусенче старта тухаççĕ. Чи пысăк ăмăрту, паллах, республика чемпионачĕ.

Çулталăк пуçламăшĕнче спортсменсем яланах нумай енлĕ кĕрешÿре вăй виçеççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти А.Г.Николаев ячĕллĕ стадионта иртнĕ ăмăртăва кăçал 50 яхăн çамрăк хутшăнчĕ. Ачасен ушкăнĕнче пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине Дарья Охринкинăпа Кирилл Архипов хăпарчĕç, кĕçĕн çулхисен хушшинче Тимур Карамовпа Настя Порфирьевăна çитекенни пулмарĕ. Яшсемпе хĕрсен йышĕнче Даниэль Никифоровпа Илья Киселев, Алена Васильевăпа Анна Порфирьева çĕнтерчĕç. Чăваш Ен чемпионĕн ятне вара яланхи пекех аппăшĕпе шăллĕ, Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Атнерпе Надежда Федоровсем тивĕçрĕç. Вĕсен йăмăкĕ Салампи те ку чемпионатра пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. Чăннипе, çак пĕртăвансем республикăри чи пултаруллă спортсменсем шутланаççĕ. Уйрăмах Надеждăна палăртмалла: 24 çулти хĕр çĕршыв кубокĕсемпе чемпионачĕсене те хутшăнать. Кăçал, калăпăр, вăл унта 6-мĕш вырăн йышăнчĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.