Çиçĕмле хĕмленет каток
Хĕл кунĕсенче сивĕ çанталăка пăхмасăрах чылай ача каток çине васкать. Конькипе пуçласа тухнă чухне малтанласа шикленеççĕ пулсан вăхăт иртнĕçемĕн хăюллăнах ярăнма пуçлаççĕ. Чи хастаррисемпе паттăррисем вара пĕр-пĕринпе тавлашса чупма та хăнăхаççĕ. Хăшĕ-пĕрисем чăн-чăн спортсмен пулса тăраççĕ. Вĕсем валли республикăра çуллен 17-20 ăмăрту йĕркелеççĕ.
Стартра - чи пултаруллисем