Ялта клуб çук

6 Пуш, 2015

Эпир, Услă тата Çĕньял Пукаш ялĕсен çыннисем, вунă çул ытла клубсăр пурăнатпăр. Пурччĕ вăл пирĕн, анчах Хуракасси ял тăрăхĕн унчченхи ертÿçи пулнă Виталий Терентьев чипер çуртах сутса янă.

Пушă вăхăта, канăва усăллă ирттерме кансĕррипе çамрăксем лавкка умĕнче пуçтарăнаççĕ е 5 çухрăмри Хуракасси клубне çул тытаççĕ. Магазин çумĕнчи кирпĕч çуртра пĕлтĕр ял халăхĕ валли концерт та йĕркеленĕччĕ. Кунта малашне культура вучахĕ уçма шантарнăччĕ вырăнти пуçлăхсем. Укçа-тенкĕ тивĕçменнипе ăна тытса тăма тăкаклă тесе ыйтăва татса памарĕç.

Тĕрĕссипе, усă курма меллĕ вырăн татах пур-ха: конюх пÿрчĕ, Çĕньял шкулĕ пулнă хуралтă. Халĕ вĕсене кам мĕнле пĕлет - çапла тустарать: кирпĕч хăйпăтать, хăма сĕтĕрет...

- Эпĕ çак шкулта 32 çул тирпейлÿçĕре тăрăшнă, - тет 80 çулти ĕç ветеранĕ Алиса Казакова. - Халĕ, авă, пушă ларнине курсан чун ыратать.

Икĕ ялта - усă курман вуншар çурт. Тен, хуçисем пулнă çынсен тăванĕсемпе килĕшсе вĕсенче вулавăш та пулин уçма май килет? Хаçат-журнал пултăр унта, телевизор...

Ялта пуху та чылайранпа пуçтарăнмасть. Сăлтавсăр мар: çынсем клуб ыйтăвне çĕклесрен шикленеççĕ пуçлăхсем.

А.ШИВЕРЕВ, Ю.ЯКОВЛЕВ, Е.ОХИЛЬКОВ, М.СОЛОВЬЕВ

тата ыттисем.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.