Archive - Sep 2015

сентября 30th

30 Sep, 2015

«Капкăн» журналăн кăçалхи 15-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

Хуплашкан 1-мĕш страницине Николай Никифоровăн «Кăçал тухăç мĕнле вара?» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра илемлĕ ÿкерчĕк тата вулакан çырăвĕ - «Хытăрах шалтлат "Капкăнăм».

30 Sep, 2015

"Сывлăх", 38 /854/ /, 30. 09. 2015

о Температура хăпарсан груша аван.
о Шăлан пурне те юрамасть.
о Пуç ыратсан чапăр пулăшать.
о Хĕрлĕ клевер чечекĕпе.
о Сиплевре çамрăк юман хуппипе усă кураççĕ.
о Инфаркт хыççăн вăй илме.
о Шăна кăмпинчен - настойка.

30 Sep, 2015

ÇАМРĂК ЮМАН ХУППИНЧЕН

Сиплевре çамрăк юман хуппи чылай усăллăрах. Ăна çуркунне пуçламăшĕнче, йывăç тăрăх сĕткен куçма пуçласан, çулçă тухиччен пухса хатĕрлемелле. Çак тапхăрта вăл çăмăллăнах сĕвĕнет.

Юман хуппине пĕчĕк хăюсем туса касмалла та типĕтмелле. Хут хутаçсене тултарса упрамалла.

30 Sep, 2015

«Хыпар» 192 (26844) №. 30.09.2015

30 Sep, 2015

Парламентăн тĕп йышĕ - Иван Моториншăн

ЧР Патшалăх Канашĕн ĕнер уçăлнă черетлĕ вăтăр иккĕмĕш сессийĕн кун йĕрки анлă пулнине унта виçĕ теçеткене яхăн ыйту кĕртнĕ пăхмасăр чылайăшĕ маларах интрига текенни списокри пĕрремĕш ыйтупа çыхăнни пирки калаçкалатчĕ.

30 Sep, 2015

«Варкăшра» ватăсем чунĕсене уçаççĕ

«Пурăнмалла, ĕçлемелле - вăтанмалла мар!» Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăмĕнчи вулавăш çумĕнчи «Варкăш» клубăн хăйнеевĕр девизĕ ку. Кунта çÿрекенсенчен чылайăшĕ тахçанах асанне-кукамай пулма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, анчах вĕсенчен пĕри те килте тунсăхласа ларма шухăшламасть - пурнăçне илемлĕ те киленÿллĕ, тулли тума тăрăшать.

Pages