«Варкăшра» ватăсем чунĕсене уçаççĕ

30 Авăн, 2015

«Пурăнмалла, ĕçлемелле - вăтанмалла мар!» Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăмĕнчи вулавăш çумĕнчи «Варкăш» клубăн хăйнеевĕр девизĕ ку. Кунта çÿрекенсенчен чылайăшĕ тахçанах асанне-кукамай пулма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, анчах вĕсенчен пĕри те килте тунсăхласа ларма шухăшламасть - пурнăçне илемлĕ те киленÿллĕ, тулли тума тăрăшать.

Кашниех ăнланать: ушкăнпа чухне вăхăт та интереслĕ иртет, чунра та кăмăллă. Вырăнти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен ертÿçи Галина Николаева: «Атьăр, пĕрле савăнар, тĕрлĕ юрă шăрантарар!» - тесен Вырăс Сурăм тăрăхĕнче пурăнакан ватăсем, пенсие тухнăскерсем, унăн сĕнĕвне хапăлласах йышăннă, клубра пуçтарăнма пуçланă. Йыш пĕчĕккĕн хушăнсах пынă. Халĕ «Варкăшра» 15-18 çын шутланать. Вĕсем пурте - пултаруллăскерсем. Кашниех юрă-ташă енне чунĕпе туртăннă. Клуба çÿрекенсем хăйсен кăмăлне çĕкленисĕр пуçне ыттисене те савăнăç, хаваслăх кÿреççĕ. Вырăс Сурăмĕнчи е çывăхри ялти пĕр-пĕр ватăн юбилей - ăна вулавăша хăнана чĕнеççĕ, ушкăнпа саламлаççĕ, асăнмалăх парне парса та чыслаççĕ. Çуралнă кунĕ ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарсан еплерех хĕпĕртеççĕ çулĕсемпе çулланнисем. Ара, тепĕр тесен, çыннăн кăмăлне çĕклеме нумай-им кирлĕ? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.