Юрий КОРНИЛОВ

Алинăпа Андрей - пĕр ялтан, Элĕк районĕнчи Вутлантан. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вĕсем ялтан тухса кайма шухăшламан: хĕр - лавккара, яш ял хуçалăх предприятийĕнче водительте ĕçленĕ.

Элĕк районĕнчи Татмăш ялĕнчи Геннадий Никифоровăн ирпе тăрсан ялан васкавлă ĕç пур: кил картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхпе аппаланмалла. Паян та ĕнерхи каçах мĕн палăртса хунине вăхăтра пурнăçларĕ: витери тислĕке хырса тасатрĕ, унтан кăшман касса хучĕ. Выльăхсене кĕтĕве ярсан тин пĕр самантлăха лăш пулчĕ. Апла пулин те пÿрте кĕрсе телевизор пăхма шутламарĕ, урамра ларакан техника патне тухрĕ.

- Хаклă çыннăм, эсĕ паян апат çинĕ-и? - кăсăкланчĕ мăшăрĕ.

- Ĕçпе аппалансах хырăм выççи иртрĕ, - кĕскен хуравларĕ Геннадий Димитриевич.

Кĕр енне кун кĕскелни самаях палăрать. Ял çынни хуçалăхри ĕç-пуçа вĕçлесен пÿрте кĕрет. Гриня та ăшша васкарĕ: сĕтел çинчи салата темиçе кашăк ăша ячĕ те телевизор умне вырнаçрĕ.

Ăшшăн кĕтсе илчĕ мана Ананий Иванович. Вăрахчен калаçса лартăмăр. Тахçанах курса сăмахласшăнччĕ унпа. Вăл 1942 çулхи кăрлачăн 8- мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Вутлан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ултă çултах тăван ялти шкула пĕрремĕш класа кайнă.

Виталин паян Мускава ĕçлеме тухса каймалла. Унччен вăхăт пур-ха тесе вăл лавккана хăпарчĕ. Шала кĕчĕ кăна - ялти арçынсен пĕр ушкăнне асăрхарĕ.

- Атя, пĕрле пушатар, - чĕнчĕ ăна пĕри, хĕрĕхрен иртнĕскер.

- Пултараймастăп - çула пуçтарăнатăп.

- Эсĕ юлташусене хисеплеместĕн-и? Кăмăл туса пĕр черкке тытса пама пултаратăнах ĕнтĕ.

- Ну, юрĕ-çке, тытса панипех ÿсĕрĕлмĕп, - килĕшрĕ Виталий.

Тăваттăн лавккаран тухрĕç те çывăхри сад пахчине кĕчĕç. Улах вырăнта пĕри тулли черккине пушатрĕ, унтан тепри... Çапла майпа кĕленчере хаяр шĕвек пĕр тумлам та юлмарĕ.

Pages

Subscribe to Юрий КОРНИЛОВ