Ырлăхĕпе пурлăхне хăйсем тăваççĕ

Алинăпа Андрей - пĕр ялтан, Элĕк районĕнчи Вутлантан. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вĕсем ялтан тухса кайма шухăшламан: хĕр - лавккара, яш ял хуçалăх предприятийĕнче водительте ĕçленĕ.

Мĕн пĕчĕкрен пĕрле выляса ÿснĕскерсем пĕр-пĕриншĕн Турă çырни пулнине пĕлнĕ-ши? Эх, юрату!... Епле асамлă туйăм вăл. Ăна пулах янкăр каçсем те асамлăхпа тулаççĕ. Савни сасси чĕвĕлти кайăк сасси евĕр туйăнать. Алинăпа Андрейăн чĕрисенче те çав туйăм хуçаланнă. Тĕл пулăвăн савăк саманчĕсенче вĕсем çутă малашлăх çинчен ĕмĕтленнĕ. Юратакан икĕ чун пĕрле пулни, ĕмĕре алран тытса ирттерме тĕв туни - çакă мар-и телей?

Андрей нумай шухăшламан - Алинăна качча тухма ыйтнă. Кĕçех Вутланта купăс янăратса туй кĕрленĕ, Еремеевсен çĕнĕ çемйи çуралнă.

Вăхăт иртнĕçемĕн çамрăксем тĕп килтен уйрăлса пÿрт лартма тĕллевленнĕ. Укçа-тенке перекетлĕ тытнăран шухăшланине пурнăçланах. Ниме йĕркипе кирпĕчрен капмар çурт çĕклесе лартнă. Майĕпен хуралтăсене те çавăрнă.

Кермен пек кил-çурта ача-пăча сасси илемлетнĕ. Пĕрремĕшĕ - хĕр пĕрчи Наташа, кайран ывăл Сергей çут тĕнчене килнĕ. Халĕ вĕсем шкула çÿреççĕ.

Еремеевсем выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ, уйри çĕр лаптăкĕсем те пысăк вĕсен. Техникăсăр çĕр çинче ĕçлеме çăмăл мар. Мотоблок пулнă-ха вĕсен, çапах трактор та туяннă: вăл - хăватлăрах-çке. Кайран утă çулмалли, тавăрмалли хатĕрсене те илнĕ. Вăтăр урлă каçнă Андрей кăçал утçи вăхăтĕнче пĕчченех гектарĕ-гектарĕпе утă çулнă, тавăрнă, ял çыннисене те пулăшнă.

Колхоз арканнă хыççăн Андрей тĕрлĕ региона ĕçлеме çÿрет. Строителе ятарласа вĕренмен пулин те стена хăпартас тĕлĕшпе чылай опыт пухрĕ, халĕ ăста каменщик пулса тăчĕ. Алинăн вăхăчĕ выльăх-чĕрлĕх картинчех иртет темелле.

Ял пурнăçĕ çăмăлах мар пулин те Еремеевсем кунта тĕпленнĕшĕн ÿкĕнмеççĕ. Çемье хуларинчен кая мар пурăнать: çурта газпа хутса ăшăтаççĕ, шыв та пÿртрех. Паллах, хăтлăх тар тăкмасăр хăй тĕллĕн пулман. Ир тăрсан каçчен ларса канайман кун та пайтах. Еремеевсем ÿркенмеççĕ, ырлăх-пурлăха пĕрле ĕçлесе тăваççĕ. Ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларасси - вĕсен тĕп тĕллевĕ.

 

Юрий КОРНИЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.