Юрий КОРНИЛОВ
Мускав çулĕ такăр мар
Виталин паян Мускава ĕçлеме тухса каймалла. Унччен вăхăт пур-ха тесе вăл лавккана хăпарчĕ. Шала кĕчĕ кăна - ялти арçынсен пĕр ушкăнне асăрхарĕ.
- Атя, пĕрле пушатар, - чĕнчĕ ăна пĕри, хĕрĕхрен иртнĕскер.
- Пултараймастăп - çула пуçтарăнатăп.
- Эсĕ юлташусене хисеплеместĕн-и? Кăмăл туса пĕр черкке тытса пама пултаратăнах ĕнтĕ.
- Ну, юрĕ-çке, тытса панипех ÿсĕрĕлмĕп, - килĕшрĕ Виталий.
Тăваттăн лавккаран тухрĕç те çывăхри сад пахчине кĕчĕç. Улах вырăнта пĕри тулли черккине пушатрĕ, унтан тепри... Çапла майпа кĕленчере хаяр шĕвек пĕр тумлам та юлмарĕ.
Тимлĕ этем тимĕр татнă
Тăван хуçалăхра тимĕрçĕре ĕçленĕ тапхăра паянхи пекех асра тытать Элĕк районĕнчи Вутлан ялĕнче пурăнакан Николай Гаврилов. Ир пуçласа каçчен машинăпа трактор паркĕнче вăл. Тракторисчĕ те, водителĕ те кашни кун ун патне пыратчĕ: пĕрне пĕр детале кирлĕ шая çитерсе, теприне авнă тимĕре тÿрлетсе памалла... Вăйпитти арçын пурин ыйтăвне те вăхăтра тивĕçтерме тăрăшатчĕ: ара, ĕç тăрать-çке, çавăнпа вăраха тăсма юрамасть. Кашниех ĕçшĕн ăна тав сăмахĕсем каласа тухса каятчĕ. Ăсталăхĕ пурахчĕ Николайăн. Ятарлă пÿлĕмре тимĕре кăмакара хĕртетчĕ те хыççăн алла мăлатук тытатчĕ.
Куракан чĕрине уçма пултаракан мусăкçă
«Варкăшра» ватăсем чунĕсене уçаççĕ
«Пурăнмалла, ĕçлемелле - вăтанмалла мар!» Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăмĕнчи вулавăш çумĕнчи «Варкăш» клубăн хăйнеевĕр девизĕ ку. Кунта çÿрекенсенчен чылайăшĕ тахçанах асанне-кукамай пулма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, анчах вĕсенчен пĕри те килте тунсăхласа ларма шухăшламасть - пурнăçне илемлĕ те киленÿллĕ, тулли тума тăрăшать.