Мускав çулĕ такăр мар
Виталин паян Мускава ĕçлеме тухса каймалла. Унччен вăхăт пур-ха тесе вăл лавккана хăпарчĕ. Шала кĕчĕ кăна - ялти арçынсен пĕр ушкăнне асăрхарĕ.
- Атя, пĕрле пушатар, - чĕнчĕ ăна пĕри, хĕрĕхрен иртнĕскер.
- Пултараймастăп - çула пуçтарăнатăп.
- Эсĕ юлташусене хисеплеместĕн-и? Кăмăл туса пĕр черкке тытса пама пултаратăнах ĕнтĕ.
- Ну, юрĕ-çке, тытса панипех ÿсĕрĕлмĕп, - килĕшрĕ Виталий.
Тăваттăн лавккаран тухрĕç те çывăхри сад пахчине кĕчĕç. Улах вырăнта пĕри тулли черккине пушатрĕ, унтан тепри... Çапла майпа кĕленчере хаяр шĕвек пĕр тумлам та юлмарĕ.
- Эпĕ те хам ятпа пĕр пулăштух илем, - кăмăлĕ çĕкленнĕ Витали лавкка еннелле таплаттарчĕ. Кĕçех таврăнчĕ хайхи.
Калаçса ларнăçемĕн ку та пушанчĕ. Андрей ятли кĕçех тата тепре тупса килчĕ. Хаяр шĕвек хăйĕн ĕçнех турĕ, Виталин пуçĕ самаях анкă-минкĕленчĕ.
- Вçо, çитет. Манăн киле кайса урăлмалла, - татăклăн каларĕ аллăран иртнĕскер.
Килне çитсен диван çине тăсăлса выртрĕ те хăйне ыйхă çавăрсах илнине те сисмерĕ. Арăмĕ янрашнипе çеç тăруках куçне уçрĕ.
- Тепĕр икĕ сехетрен автобус тапранать. Эсĕ пур çывăрса выртатăн, - сассине хăпартмасăр чăтаймарĕ Сăпани.
Çур сехет иртрĕ-и е çук-и - кил умне такси çитсе чарăнчĕ. Виталий çывăх çыннипе сывпуллашса урама тухрĕ, çăмăл автомашинăна кĕрсе ларчĕ. Ялтан тĕп хулана хĕрĕх минутра çитрĕç. Инçе çула тухиччен вокзал çывăхĕнчи кафене кĕрсе тата тепĕр черкке пушатрĕ арçын.
Акă тулли автобус вырăнтан хускалчĕ. Кĕçех Шупашкар хыçа юлчĕ. Темиçе сехет кайсан чарăнчĕç. Пĕрисем кафене кĕчĕç, арçынсем пирус мăкăрлантарса ячĕç. Виталий, уринчи пушмакне тапăчкипе улăштарнăскер, çаплипех утрĕ, кафе алăкне уçса шала иртрĕ. Мухмăрласа çитнĕскер кĕленче туянчĕ. Пĕр сĕтел хушшине пĕчченех кĕрсе вырнаçрĕ. Кĕленче пăккине уçнă-уçман ăна хирĕç палламан хĕрарăм пырса ларчĕ. Паллашрĕç: вăтăр урлă каçнăскер Елчĕкрен иккен. Виталий хаяр шĕвеке ăша ячĕ. Унтан тулли черккене хĕрарăма тыттарчĕ. Лешĕ вуçех те хирĕçлемерĕ. Хыççăн тепре черетлерĕç. Арçын, хитре хĕрарăмпа калаçу йĕркелесе янăскер, Мускава каясси пирки йăлтах манчĕ. Сăмах çине сăмах - тулли кĕленче пĕчĕккĕнех пушанчĕ.
- Манăн самантлăха пĕр çĕре кайса килмелле. Эсĕ кунтах пул, - тесе хĕрарăм урама тухрĕ.
Виталий кĕтме пулчĕ. Сĕтел хушшинче пĕччен ларнă вăхăтра автобус аса килчĕ. Тек пÿлĕмре тытăнса тăмарĕ, васкавлăн тула тухрĕ. Унталла-кунталла пăхрĕ, хăй ларса килнĕ автобус та, хитре хĕрарăм та куç тĕлне лекмерĕç. Чăтаймарĕ, чĕлĕм мăкăрлантарса тăракан арçын патне пычĕ.
- Вунă минут каялла тапранса кайрĕ, - пĕлтерчĕ лешĕ.
Виталий аллине сулчĕ те кафене кĕчĕ. Тарăхăвне ниçта чикейменнипе тепĕр черкке пушатрĕ. Каялла каймалли çеç юлать.
- Сумка çухатнишĕн кулянмастăп, юрать-ха укçа кĕсьере, - лăплантарчĕ хăйне хăй. Шупашкара каякан автобуса вырнаçса лариччен туалета кĕрсе тухма шухăшларĕ. Уринчи тапăчки темĕнле майпа шăтăка анса кайрĕ. Уншăн хуйхăрмарĕ, салона кĕриччен теприне те хывса печĕ. Шупашкара нуски вĕççĕн çитрĕ. Вокзалта таксист патне пычĕ те хăйне тăван кĕтесе çитерсе яма ыйтрĕ. Çăмăл машина хуçи килĕшрĕ. Çумăр çуса иртнĕрен ял пуçĕнче чарăнчĕ. Виталий, урамра пылчăк çăрăлнине пăхмасăрах, нускипех анаталла таплаттарчĕ. Киле çитсен арăмĕнчен пĕçерккĕ хытах лекрĕ: вутри пекех çунтарчĕ. Арçын мăшăрĕнчен каçару ыйтрĕ. Тепĕр кунран каллех çула пуçтарăнчĕ Виталий. Анчах хальхинче хаяррине пĕр тумлам та ăша ямарĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.
Элĕк районĕ.