Комментари хушас

9 Юпа, 2015

Тимлĕ этем тимĕр татнă

Тăван хуçалăхра тимĕрçĕре ĕçленĕ тапхăра паянхи пекех асра тытать Элĕк районĕнчи Вутлан ялĕнче пурăнакан Николай Гаврилов. Ир пуçласа каçчен машинăпа трактор паркĕнче вăл. Тракторисчĕ те, водителĕ те кашни кун ун патне пыратчĕ: пĕрне пĕр детале кирлĕ шая çитерсе, теприне авнă тимĕре тÿрлетсе памалла... Вăйпитти арçын пурин ыйтăвне те вăхăтра тивĕçтерме тăрăшатчĕ: ара, ĕç тăрать-çке, çавăнпа вăраха тăсма юрамасть. Кашниех ĕçшĕн ăна тав сăмахĕсем каласа тухса каятчĕ. Ăсталăхĕ пурахчĕ Николайăн. Ятарлă пÿлĕмре тимĕре кăмакара хĕртетчĕ те хыççăн алла мăлатук тытатчĕ. Шаккасан-шаккасан кирлĕ хатĕр лайăхах пулса тухатчĕ. Мĕнех калăн, пулнă çав тăрăшса вăй хунă вăхăтсем.Тимĕрçĕре пенсие тухичченех ĕçлеме кăмăлĕ пурччĕ унăн, анчах хуçалăх хавшама пуçласан ирĕксĕрех юратнă ĕç вырăнĕнчен кайма тиврĕ. Шупашкар районĕнчи Ишлейри пĕр заводра сварщикре вăй хума пуçларĕ. Кунта та, тăван хуçалăхри пекех, хастарлăхпа палăрчĕ. Халĕ вăл, сывлăхшăн сиенлĕ вырăнсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăранпа, Вутлан ялĕнче. Виçĕ ача ашшĕ алă усса ларма пултараймасть, ыттисем пекех сайра-хутра Мускав тăрăхне ĕçлеме кайса килет. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç-хĕле кăштах та пулин çăмăллатас тĕллевпе трактор тата хăшпĕр хатĕрсем туянчĕ. Техника пуртан косилка çакать те курăк çулма васкать. Типнĕ утта хăй ăсталанă кĕреплепе пуçтарать. Ку ĕçе мотоблок çине ларса çÿренипех пурнăçлать. Утта турттарса килесси те йывăрлăх кÿмест: трактор хыçне прицеп кăкарать те уя кайса килет. Николай ял çыннине те пулăшма хирĕçлемест: пырса ыйтаççĕ - кабинăна кĕрсе ларать те çула тухать.

Мăшăрĕпе Ренăпа виçĕ ача пăхса çитĕнтерсе ура çине тăратрĕç. Ачисем кашниех хăйсен юратнă профессине суйласа илчĕç. Гавриловсен мĕн кирли йăлтах пур: кил-çурта хăтлăх кĕртнĕ, сарай- хуралтăсене çĕнĕрен çĕкленĕ. Ырлăх-пурлăх, паллах, вăй хумасăр, тар тăкмасăр пулман. Иккĕшĕ те ĕçчен, çавăнпа та пурнăçа тата илемлĕрех тăвассишĕн тăрăшаççĕ.

Юрий Корнилов. Элĕк районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.