Комментари хушас

27 Юпа, 2015

Ăна «Коммунизм ялавĕ» хавхалантарнă

Ăшшăн кĕтсе илчĕ мана Ананий Иванович. Вăрахчен калаçса лартăмăр. Тахçанах курса сăмахласшăнччĕ унпа. Вăл 1942 çулхи кăрлачăн 8- мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Вутлан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ултă çултах тăван ялти шкула пĕрремĕш класа кайнă. Кĕнеке вулама юратаканскерĕн кĕçĕнрех классенче вĕреннĕ чухнех хаçат редакцийĕсемпе çыхăну тытас туртăм çуралнă.

- Пиллĕкмĕш класра вĕренеттĕмччĕ ун чухне. Пĕррехинче шкул пурнăçĕ çинчен заметка çыртăм та ăна Мускавра/!/ тухса тăракан «Пионерская правда» хаçата ярса патăм,- иртнине ăшшăн аса илчĕ Ананий Иванович. - Юратнă хаçатăн кашни номерне кĕтеттĕм, тĕплĕн пăхса тухаттăм, анчах хайлавăм кун çути курассине кĕтсе илеймерĕм. Ун вырăнне Мускавран çыру килчĕ. Хавхалану хушакан сăмахсене вуласа тухсан чун хĕпĕртерĕ. Çырас туртăм ÿсрĕ. Пушă вăхăт тупăнсан тÿрех алла ручка тытаттăм...

Вырăс Сурăм шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Ананий Иванов 1958 çулта Элĕкри пахчаçимĕç комбинатне вырнаçать, аслисемпе тан тăрăшма пуçлать. Комбинат хăйĕншĕн иккĕмĕш кил вырăнĕ пулса тăнине чунĕпе туйса илет вăл. Коллективăн ĕç- хĕлĕпе çыхăнтарса статья çырать. Ăна республикăри «Коммунизм ялавĕ» хаçата ăсатать.

- Пĕр кунхине хаçата алла тытрăм та - ырă туйăм чуна çавăрса илнĕ пек хытса тăтăм: манăн хайлав пичетленнĕ иккен. Вăл пысăках марччĕ пулин те çав тери пысăк савăнăç пулчĕ ку маншăн. Çакăн хыççăн тĕрлĕ хаçат-журналпа туслашрăм,- каласа парать халĕ ĕç ветеранĕ.

1965 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет Ананий Иванович. Элĕкри «Ленин çулĕпе» хаçат редакцине корректора ĕçе вырнаçать. Унтан çамрăка литература сотрудникне куçараççĕ. Пĕр вăхăт яваплă секретарьте те тăрăшать.

- Вăл тапхăрта манăн хайлавсем республикăри хаçатсенче те, «Ялав» журналта та çапăна-çапăна тухрĕç. Чăвашрадиопа та янăратчĕç. Пĕрремĕш калав вара Вăрнарти «Çĕнтерÿ çулĕпе» хаçатра кун çути курчĕ. Вырăс Сурăм шкулĕнче вĕреннĕ çулсенчех литература ĕçĕпе аппалантăм. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Леонид Терентьев ертсе пынипе алăпа çырса журнал та кăларнă эпир. 1971 çулта учитель специальноçне илнĕ хыççăн тăван ялти шкула куçрăм. 2006 çулхи çурла уйăхĕччен ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕм. Учительте те, директорта та ĕçлеме тÿр килчĕ, - хăйĕн пурнăç çулне пĕтĕмлетет журналист, çыравçă, педагог.

Унăн вĕрентÿ пултарулăхĕ пысăк пулнă. Кашни ачана витĕр курса тăнă, ăнланма тата пулăшма тăрăшнă. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн ăна тĕрлĕ шайри Мухтав хучĕпе, Тав çырăвĕпе чысланă. 2003 çулта Раççей Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Шкулта ĕçленĕ çулсенче журналистикăна пăрахман - «Учительская газета» хаçатпа çыхăну тытнă, республикăри хаçатсенче те пичетленсех тăнă.

Ананий Иванович халĕ тивĕçлĕ канура. Вăхăта ытларах килти хуçалăхра ĕçлесе ирттерет. Хăнăхнă йăлапа хаçат- журнал нумай вулать. «Хыпар» хаçата та алла тытмасăр пурăнаймасть. Унта мĕн çырнине тĕплĕ, васкамасăр вуласа тухать.

- Мана хăй вăхăтĕнче «Коммунизм ялавĕ» хаçат нумай хавхалантарнă. Хальхи вăхăтри «Хыпар» мана килĕшет, унта вулакана кăсăклантаракан статья нумай пичетленет. Редакцире пултаруллă журналистсем ĕçлени тÿрех палăрать, - терĕ хаçат тусĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Элĕк районĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.