Комментари хушас

13 Чÿк, 2015

Тăван енрех телей тупнă

Элĕк районĕнчи Татмăш ялĕнчи Геннадий Никифоровăн ирпе тăрсан ялан васкавлă ĕç пур: кил картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхпе аппаланмалла. Паян та ĕнерхи каçах мĕн палăртса хунине вăхăтра пурнăçларĕ: витери тислĕке хырса тасатрĕ, унтан кăшман касса хучĕ. Выльăхсене кĕтĕве ярсан тин пĕр самантлăха лăш пулчĕ. Апла пулин те пÿрте кĕрсе телевизор пăхма шутламарĕ, урамра ларакан техника патне тухрĕ.

- Хаклă çыннăм, эсĕ паян апат çинĕ-и? - кăсăкланчĕ мăшăрĕ.

- Ĕçпе аппалансах хырăм выççи иртрĕ, - кĕскен хуравларĕ Геннадий Димитриевич.

«Волга» колхозра вăй хунă чухне хĕвелпе пĕрле ĕçе тухса кайнă та тавралăха каç чатăрĕ хупласан кăна киле таврăннă. Шел, хуçалăх арканнă. Халĕ те тăван колхоз уй-хирĕнче тракторпа ĕçленĕ пулĕччĕ.

Ăна ача чухнех тĕрлĕ техника илĕртнĕ. Кабинăна кĕрсе ларсан автомашинăна вырăнтан хускатас килнĕ. Ÿссен кам пулатăн тесе ыйтсан çапла хуравланă: «Тракторист пулас килет». Çамрăка уй-хир илĕртнĕ, тулли пучахлă тыр-пул чÿхенсе ларнине куç илмесĕр сăнанă вăл. «Мана хула пурнăçĕ кирлĕ мар, эпĕ тăван кĕтесрех тĕпленсе пурăнăп», - тенĕ хăй ăшĕнче. Калининăри училищĕре тракториста вĕренсе тухнă. Çартан таврăнсан хăш-пĕр тантăшĕ пек Шупашкара кайса ĕç шыраман, «Волга» хуçалăх ертÿçи патне пынă та трактор шанса пама ыйтнă. Председатель унăн пултарулăхне тÿрех асăрханă, çамрăка техникăпа тивĕçтернĕ. Геннадий Никифоров шанăçа тÿрре кăларма тăрăшнă, каланине вăхăтра пурнăçланă, ĕçре хастарлăхпа палăрнă. Хĕрÿ тапхăрта канмалли кун пирки шутлама та пултарайман. Кунĕн-çĕрĕн трактортан уйрăлман. Пĕр ял хĕрĕпе Галинăпа 1983 çулта çемье çавăрнă.

Вăхăт малаллах шунă, иккĕшĕ те «Волга» хуçалăхра ĕçленĕ. Мăшăр икĕ ачана кун çути кăтартнă. Димăпа Денис тĕрĕс-тĕкел çитĕннĕ, аслă пĕлÿ илнĕ. Çемьеллĕ вĕсем, халĕ хăйсен те пепкисем пур.

- Манăн ку таранччен ачасемшĕн пите хĕретме тÿр килмен, малашне те ята ямĕç тесе шутлатăп, - тет арçын.

- Эсĕ вĕсемпе мухтанма тивĕç, пĕри хулара ĕçлесе пурăнать, тепри Татмăшри çывăхри ялсенче халăхран сĕт пуçтарать. Иккĕшĕ те ĕçчен. Ачăрсене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерни аван палăрать, - мухтаса илеççĕ ăна тепĕр чухне.

Вырăнти хуçалăх салансан кил хуçи пĕр вăхăт Мускав тăрăхне «ĕçлеме» çÿренĕ. Анчах инçе çул йăлăхтарнă. Çавăнпа та хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă вăл: трактор туянмалла та çĕр çинче ĕçлемелле. Тăрăшуллăскер мĕн шутланине пурнăçа кĕртме вăй-хал та, укçа-тенкĕ те çитернĕ. Халĕ килти техникăпа тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Ял çыннисен çĕр пайĕсене арендăна илнĕрен нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне пысăклатнă. Çавна май Геннадий Никифоров çу кунĕсенче хиртен кĕме пĕлмест: курăк çулать, типсен ятарлă агрегатпа тавăрса тухать, хыççăн преслать. Хатĕрскере прицеп çине тиесе кил çывăхне илсе килет. Никифоровсем выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ. Çавна май вĕсене тутă хĕл каçарассишĕн апат-çимĕç ытлă-çитлĕ хатĕрлеме тивет. «Çĕре юратни вăй-хăват кÿрет, малашлăха çутă ĕмĕтпе пăхма май парать», - палăртать вăл.

Мăшăрĕпе пĕрле ачисене пăхса çитĕнтернипе пĕрлех кил-çуртне çĕнетме тăрăшнă. Кăçал пÿрте анлăлатнă. Мунчана та çĕнĕ тĕс кĕнĕ. Ĕçчен çын пур енĕпе те пултаруллă. Спектакльсенче выляма юратнăран Геннадий Димитриевича ялти клуб сцени çинче те куратăн. Уйрăмах кулăшла рольсене ăста вылять. «Самана юхăмне хирĕç ишеймĕн, пурăнма пĕлсен пурте пулать», - терĕ хастарскер.

Геннадийпе Галина Никифоровсем пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те кулленхи йывăрлăхсенчен хăрамаççĕ, вĕсене пĕрле çĕнтерсе пыраççĕ. Киленсе пурăнмашкăн ачисем те, мăнукĕсем те пур.

Юрий Корнилов.

Элĕк районĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.