ÇАМРĂК ЮМАН ХУППИНЧЕН

30 Авăн, 2015

Сиплевре çамрăк юман хуппи чылай усăллăрах. Ăна çуркунне пуçламăшĕнче, йывăç тăрăх сĕткен куçма пуçласан, çулçă тухиччен пухса хатĕрлемелле. Çак тапхăрта вăл çăмăллăнах сĕвĕнет.

Юман хуппине пĕчĕк хăюсем туса касмалла та типĕтмелле. Хут хутаçсене тултарса упрамалла.

Активлă япаласемпе пуян пулнă май унăн препарачĕсем чылай чирпе ăнăçлă кĕрешеççĕ. Юман хуппи хытă тарласан /гипергидроз/, ÿт шыçсан, çăварпа карланкăн лăймака сийĕ шыçсан, пиçсе кайсан, тăм илсен, сула, пĕвер чирĕсенчен, вар-хырăмра юн кайсан, варвиттирен, колитран, энтероколитран, юн тымарĕсене çирĕплетме, çÿçе сиплеме, шăнса пăсăлсан, ÿт шăтсан пулăшаççĕ.

Ĕçмелли шĕвеке темиçе меслетпе хатĕрлеме пулать.

  • 1 чей кашăкĕ юман хуппине тин вĕренĕ 250-300 миллилитр шыва ямалла. 1 сехетрен ăна ĕçме юрать.
  • 1 апат кашăкĕ юман хуппине тин вĕренĕ 400 миллилитр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çине лартса 10 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  • 100 грамм юман хуппине тин вĕренĕ 3 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 30 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Талăкра 3 хут 1-ер стакан виçĕ кун ĕçмелле.
  • 1 апат кашăкĕ юман хуппине вĕресе сивĕннĕ 2 стакан шыва ямалла, 6-8 сехетрен темиçе сий марля витĕр сăрăхтармалла. Усă курас умĕн кăштах ăшăтмалла. Кунне 3 хут апат хыççăн çуршар стакан ĕçмелле.

Шута илме! Сиплев курсĕ 2 эрнерен ытла пулмалла мар, виçене çирĕп пăхăнмалла. Юман хуппин шĕвекне вăрах вар хытнипе аптрасан, аллерги реакцийĕ палăрсан ĕçме юрамасть. Ăна ачасене те пама сĕнмеççĕ. Ача кĕтекен хĕрарăмсем юман хуппин препарачĕсемпе тухтăрпа канашланă хыççăн кăна сипленме пултараççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.