Комментари хушас

30 Авăн, 2015

«Капкăн» журналăн кăçалхи 15-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

Хуплашкан 1-мĕш страницине Николай Никифоровăн «Кăçал тухăç мĕнле вара?» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра илемлĕ ÿкерчĕк тата вулакан çырăвĕ - «Хытăрах шалтлат "Капкăнăм».

Кăларăм çĕнĕ рубрикăсемпе пуян: "Шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ", "Пурнăç ÿкерчĕкĕсем", "Çÿпçипе хупăлчи", "Кулăшпи тухтăр канашĕсем".

"Атьăр саккуна пăсмастпăр" рубрика йăлана кĕнĕ йĕркепе вулакана саккунпа туслă пурăнма чĕнет. «Пултаракансемпе култаракансем» рубрикăра Николай Ишентейĕн "Киремет кĕнеки" памфлечĕ вулаканшăн кăсăклă пуласса шанатпăр.

"Савăнма сăлтав кирлĕ", "Йĕплĕ йĕркесем", "Унти-кунти сас-хура" рубрикăсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.

Çавăн пекех кунта В. Кошкинăн "Шурă костюм тамаши" калавне, Раиса Сарпин "Сарпике" сăввине вырăн панă. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.