Archive - Авăн 2015
сентября 24th
Куç курманни - чăрмав мар
Эсĕ кайсан тĕнче пушанчĕ
"Виçĕ кунра 428 СМС-çыру..." статьяна вуласа тухнă хыççăн шухăша кайрăм. Чăннипех те, тĕлĕнмелли нумай. Надежда, юлташна тав сăмахĕ каламалла. Вăл сана йăнăш утăм тăвасран çăлса хăварчĕ вĕт. Ху та маттур, йăлтах ăнланса илнĕ. Мăшăрна, ачусене савса пурăн. Качча кайнă пулсан мĕн туса ларатăн-ха Интернетра, мĕншĕн тĕлпулусем шыратăн? "Виртуаллă тĕнчере йĕркеллĕ çынсем çук" тенипе килĕшместĕп, унта та лайăххисене тĕл пулатăн. Кÿршĕ ялти пĕр хĕр çавăн пек паллашса питĕ лайăх çынна качча кайрĕ. Икĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ халĕ.
Халăх пурнăçне анлăн çутатнă çыравçă
сентября 23rd
"Сывлăх", 37 /853/ №, 23.09.2015
УРПА - ТĔЛĔНМЕЛЛЕ СИПЛЕВÇĔ
Урпара В ушкăнри, А, РР, Е, Д витаминсем, цинк, кальци, тимĕр, кали, марганец микроэлементсем пур. Тĕштырă тĕлĕнмелле усăллă тата пурне те юрать.
ВИТĔМĔ ТĔРЛĔРЕН
Этем 80 процента яхăн шывран тăрать. Шыв - пирĕн организмăн пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ, усăллă пайĕ. Унăн саппасне куллен пуянлатмалла. Çав вăхăтрах сивĕ тата вĕри шывсем тĕрлĕ витĕм кÿнине те шута илмелле.
Сивĕ
Пÿлĕм температуринчен сивĕрех шыв начарланма пулăшать. Вăл хăйĕн йĕркеллĕ температури патне таврăнма хăтланакан ÿт-пĕве сивĕтет. Çавна май япаласен ылмашăнăвĕ хăвăртланать, калори ытларах тăкакланать.
«Хыпар» 187 (26839) №№. 23.09.2015
Эпир хамăрăн вулакансене хисеплетпĕр, хаклатпăр, хÿтĕлетпĕр
Редакцие пĕр хĕрарăм килчĕ. Унăн ялта пурăнакан ашшĕ, «Хыпар» хаçата нумай çул тăршшĕ пĕр сиктерми çырăнаканскер, юратнă пичет кăларăмне йĕркеллĕн илсе тăрайми пулнă-мĕн. Ватă çын пăшăрханăвне чĕрине çывăха илекен хĕрĕ сых ятне тенешкел хаçат çырăнни çинчен квитанцие те чиксе килнĕ. Хаçатăн индексне те, çурçуллăх хакне те... - йăлтах тĕрĕс палăртнă унта. Чăрмавĕ мĕнре, камра пулнине тĕпчесе пĕлме вырăна çитсе килмешкĕн шут тытрăмăр. Тепĕр тесен, Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел тăрăхĕнче «Хыпар» вулаканĕсем сахалăн пулакан марччĕ - хамăр туссемпе курнăçса вĕсен савăнăçĕ-нуши çинчен пĕлме эпир яланах хавас.
«Шевлепе» «Илемпире» ачасене лайăх-и?
Ача сачĕсемпе çыхăннă лару-тăру пысăк хуласенче çивĕччи паллă. Анчах районсенче мĕнлерех - ку ыйтупа массăллă информаци хатĕрĕсем темшĕн интересленсех каймаççĕ. Шкулчченхи вĕрентÿ тытăмĕпе пурте усă курассине, унти хăрушсăрлăха тивĕçтересси - прокуратура органĕсен анлă ĕçĕн пĕр енĕ. Эпир ку енĕпе саккунсене мĕнле пурнăçланипе кăсăкланса Елчĕк районĕнче пултăмăр.