«Сокол» аслă лигăна «такăрлать»
30 Sep, 2015 | Хыпар | Спорт | Хоккей

Мордва Республикин тĕп хулинче Саранскра хоккей вăййисен 2015-2016 çулсенчи хĕллехи сезонĕ уçăлчĕ: Аслă лигăн ăмăртăвĕсем старт илчĕç. Йăлана кĕнĕ турнира кăçал 9 команда хутшăнать. Хăйсен регионĕн чысне «Алтай» /Барнаул/, «Кристалл-Юниор» /Саратов/, «Мордовия» /Саранск/, «Ростов» /Дон çинчи Ростов/, «Славутич» /Смоленск/, «Тамбовпа» «ЦСК ВВС» /Самар/, «Юниор-Спутник» /Анат Тагил/ командăсем хÿтĕлеççĕ. Çак ăмăрту аренине пĕрремĕш хут Чăваш Ен хоккеисчĕсем - Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» - тухрĕç.

«Сокол» Чăваш Енре пурăнакансемшĕн, хоккей вăййипе кăсăкланакансемшĕн пĕлмен команда мар. Хамăр республика чемпионачĕсемпе ăмăртусенче ăна çитекенни çук. Пĕтĕм Раççейри турнирсенче те палăрнă вĕсем, кÿршĕ регионсенчен те наградăсемпе таврăнаççĕ пирĕн ентешсем. 40 çул каялла йĕркеленнĕ «Сокол» тивĕçлипех наци команди пулса тăчĕ. Аслă лигăн кубокне çĕнсе илессишĕн çулсерен иртекен ăмăртăва хутшăнма та вĕсенех шаннă. Сăмах май, парни, чăн та, питĕ сумлă - 20 килограмм ытла таять кубок. Чăваш Ене ВХЛ кубокĕ çула май кăна /тĕп награда хăйĕн хуçине Саранскра кĕтсе ларĕ/ «хăнана» кĕрсе тухрĕ. Çак самантпа усă курса юнашар тăрса ÿкерĕнме те пултарчĕç хоккей тусĕсем. Малалла вулас...

Андрей ПЕТРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.