Archive - 1 Авăн, 2015

1 Авăн, 2015

Вырма хыççăн кантăр уй...

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев иртнĕ эрнекун Елчĕк районĕнче пулчĕ. Çав кун тĕлне ку тăрăхри ялхуçалăх коллективĕсенчен чылайăшĕ вырма ĕçне вĕçлеме ĕлкĕрнĕччĕ те ĕнтĕ.

1 Авăн, 2015

Тĕлпулу хыççăн тĕлпулу: кашни çынпа куçа-куçăн

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевăн ĕçлĕ кунĕн çулçÿревĕ хальхинче Тăвай тата Вăрмар районĕсенче иртрĕ.

1 Авăн, 2015

«Вутпа çулăм» тĕрĕслевĕ

«Диверсие пула взрыв кĕрленĕ, нефть продукчĕсен резервуарĕ сиенленнĕ май мазут юхса тухнă, тивсе кайнă...» - çакнашкал хăратакан сценарипе пуçланчĕ иртнĕ кĕçнерникун «Т Плюс» ПАОн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕн Шупашкарти 2-мĕш ТЭЦĕнчи пушара хирĕç тренировка.

1 Авăн, 2015

Çĕнни ыррине илсе килтĕр

Тин кăна шкулсенче юлашки шăнкăрав янăранăччĕ пек - акă, Пĕлÿ кунне те кĕтсе илтĕмĕр. Çак кунпа пирĕн ăнра темĕн те çыхăннă: çунатлă ачалăх çулĕсем, пĕрремĕш шăнкăрава çуллен хумханса итлени, вĕрентекенсем çитĕнÿсем пиллени, хаклă хăнасем саламлани, вĕренÿри маттуррисене чыслани... Паллах, хăйсен кунçулне вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăнтарнă çынсемшĕн кашни сентябрĕн 1-мĕшĕ - пурнăçĕн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланнă майлах. Вăл вара яланах пĕтĕмлетÿсемпе, малашлăх планĕсемпе палăрăмлă. Унашкаллисен кăмăл-туйăмĕ те харпăр хăйĕнле пулни иккĕлентермест.

1 Авăн, 2015

Хирти трактор кĕрлевĕ ялйыша хавхалантарать

Комсомольски районĕнчи «Родина» хресчен-фермер хуçалăхĕнче кăçал тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем - 420 гектар. «Тырра юр айне нихăçан та хăварман.

1 Авăн, 2015

Килĕштерсе ĕçленинчен ырри çук

Тамăк пуçлăхĕ вилнĕ çынсен çылăхлă чунĕсене мĕнле асаплантарнине тĕрĕслеме ансан тÿрех икĕ хурана асăрхать: пĕри хупă, питĕрсех илнĕ ăна, тепри - уçă. Тĕлĕнет, паллах. Хуран айне вут хурса тăракан шуйттан ăна çакăн пек хурав парать:

- Хупă хуранĕнче - еврейсен çылăхлă чунĕсем. Вĕсем пĕр-пĕрне тĕксе тулалла кăлараççĕ: унтан пĕри тапаланса теприне туртса кăларать. Çавăнпа хупса питĕрсех илнĕ. Тепĕр хуранĕнчи сăмалаллă шывра вара чăвашсем асапланаççĕ. Вĕсенчен хăрамалли çук: пĕри тухма тытăнсан тепри ăна уринчен туртса антарать.

1 Авăн, 2015

Кĕнеке Айдак тусĕ пулнă

Аркадий Айдакăн кĕнеке тытса ларма пĕр пушă вăхăт та пулман пек: çĕр ĕçне, ял пурнăçне, обществăри пулăмсене пуçĕпех кĕрсе кайнăскерĕн кунĕпех уй-хирте пулма, тĕрлĕ шайри - Мускав таранах - канашлу-ларусенче тухса калаçма, такамсене ăнлантарма, ĕнентерме, халăх хушшинче самана, пурнăç ыйтăвĕсе

1 Авăн, 2015

Хаклă парне

Маншăн кашни çĕнĕ кĕнеке - пысăк парне. Ачалăх вăрçă çулĕсенче иртрĕ. Çырма хут-кăранташ çукчĕ, вулама кĕнеке алла лекместчĕ. Шкулта çырма паракан кăранташа шăршлаттăмăр, çав тери перекетлĕ тытаттăмăр. Тăвай районĕнчи Тенеяльне - эпĕ çуралса ÿснĕ яла - вăрçă вăхăтĕнче Ленинград, Таллин, Воронеж хулисенчен килнĕ эвакуированнăйсем çитнĕччĕ. Туслă пурăнтăмăр. Пирĕн килте Иоганн Саакпа мăшăрĕ тăватă хĕл каçрĕç. Асанне апат пĕçерсе çитеретчĕ вĕсене. Юрать, ĕне пулнă. Эпĕ эвакуированнăйсемпе хутшăнса пурăнса шкула кайичченех вырăсла калаçма вĕрентĕм.

1 Авăн, 2015

Ахаль çÿресен ахах памаççĕ

- «Пенсие тухсан килти, ялти библиотекăри мĕнпур кĕнекене вулатăп. Пушă вăхăт нумай пулать», - теттĕм. Апла мар иккен, вăхăт пĕрех çитмест. Хĕлле кăна кăштах ирĕклĕрех. Чĕнтĕр те çыхатăп, тĕрĕ те тĕрлетĕп. Çуркунне вара хурт-хăмăр ĕçĕ пуçланать.

Pages