Вырма хыççăн кантăр уй...

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев иртнĕ эрнекун Елчĕк районĕнче пулчĕ. Çав кун тĕлне ку тăрăхри ялхуçалăх коллективĕсенчен чылайăшĕ вырма ĕçне вĕçлеме ĕлкĕрнĕччĕ те ĕнтĕ. Çĕр ĕçченĕсене кăçалхи çанталăк ытлашши савăнтармарĕ пулсан та, вĕсем тухăç пултăр тесе хăйсенчен килнине пĕтĕмпех тунă. Çавăнпа республика ертÿлĕхĕ умĕнче те пите хĕретме тивмерĕ.

Михаил Васильевич çитсе курнă пĕрремĕш обћект «А-Свет» ООО пулчĕ. Предприяти çамрăк-ха, 2012 çулта çеç йĕркеленнĕ. Андрей Светлов ертсе пыракан коллектив хуçалăхра усă куракан полиэтилен пленка хатĕрлет. Иртнĕ çул 17,2 млн тенкĕлĕх туса кăларнă - 2013 çултинчен 5,1: ытларах.

Çакăнтах Михаил Игнатьев районти предпринимательсемпе те тĕл пулчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ суту-илÿ енĕпе ĕçлет. Надежда Герасимова палăртнă тăрăх - район ертÿçисем предпринимательсене хăйсен ĕçне йĕркелесе яма май пур таран пулăшаççĕ.

Михаил Игнатьев тата унпа пĕрле килнĕ РФ Федерацин Канашĕн Федераци Пухăвĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Петр Краснов районти вĕрентÿ ĕçченĕсен конференци ĕçне те хутшăнчĕç. Палăртса хăвармалла: районта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисем - 18. Вĕсенче 2054 ача вĕренет /пĕр класра вăтамран 12,6 ача пĕлÿ илет, республикăри яллă вырăнсенче - 13,3 ача/. Шкулсен пурлăхпа техника базине лайăхлатма 2013-2015 çулсенче 10,25 млн тенкĕ уйăрнă. 11 шкул ачи кăçал ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăрать, пĕр вĕренекен республика ертÿçин ятран паракан стипендине тивĕçнĕ.

Ачасен канăвне йĕркелессине те куçран вĕçертмеççĕ кунта. Кăçал 1464 ача сывлăхне çирĕплетнĕ, çав шутра - шкул çумĕнчи лагерьсенче те. Çакăн валли район бюджетĕнчен 1,8 млн тенкĕ уйăрнă.

Конференцире вĕрентÿ ĕçĕ-нчи çивĕч ыйтусене те хус-катрĕç. Сăмахран, çамрăк педагогсене явăçтарасси йывăрпа пурнăçланать. Икĕ çул ĕçлекен педагогсен шучĕ - 0,7: çеç /республикăра - 4,01:/, 35 çула çитмен учительсен йышĕ те пĕчĕк - 6,62: /республикăра - 15,37:/.

Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче вĕрентекенĕн ĕçĕ уйрăмах пархатарли çинчен аса илтерчĕ:

- Чун хушнипе суйласа илнĕ эсир çак профессие. - Йывăрлăхсене çĕнтерсе кунран-кун малалла ăнтăлатăр. Сирĕн ĕçĕрĕн хакĕ - вĕренекенĕрсем олимпиадăсемпе конкурссенче малти вырăнсене йышăнни, аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕни. Эсир - пĕлÿ параканĕсем çеç мар, обществăн ыранхи хуçисене çитĕнтерекенĕсем те. Çемье пекех, эсир те хамăрăн пуласлăхшăн яваплă. Çак ĕçре чăтăмлăх, ăнăçу сунатăп сире, - терĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов та тăван районĕн вĕрентекенĕсене пархатарлă ĕçре ăнăçу сунчĕ. «Бюджетăн виçĕ пайĕнчен пĕр пайне вĕрентÿ ĕçне тытса тăма яратпăр, - терĕ Юрий Алексеевич. - Çав нухрат ăслă-тăнлă ăру, обществăн пулас никĕсне хатĕрлеме каять. Уншăн эсир те - вĕрентекенсем - яваплă».

Михаил Васильевич малалла Лаш Таяпана çул тытрĕ. Кунта пурăнакансемшĕн çак кун уйрăмах асра юлĕ: Çветтуй Турă Амăшĕ ячĕпе лартакан çичĕ тăрăллă çĕнĕ чиркĕвĕн юлашки çавра тăррине хăпартса лартрĕç. Тĕрĕссипе, ун ятлă чиркĕве Лаш Таяпара 175 çул каяллах туса лартнă пулнă. 1940 çулта хупнă, чиркÿ упранса юлман. 5-6 çул каялла çĕнĕ чиркÿ тăвас ĕçе ял çыннисем - Юрий Попов, Владимир Меметов, Леонид Лебедев, Сергей Тунгулов, Николай, Леонид, Анатолий Князевсем, ыттисем - пуçăннă, укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра çак ĕçе Силуан атте йĕркелесе пырать.

Лаш Таяпа шкулĕ те сумлă юбилей паллă тума хатĕрленет - ăна икĕ ĕмĕр каяллах чиркÿпе пĕрлех уçнă.

Ку шкул çак йĕркесен авторĕшĕн те ют мар. Шăпах 40 çул каялла çакăнта аттестат илсе пурнăçăн аслă çулĕ çине тухнă эпĕ. Ун чухнехи вĕрентекенсенчен чылайăшĕ текех пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ, анчах вĕсем асăмăртах. Паян пурăнакансене - Зоя Князевăна, Клавдия Тимофеевăна, Валерий Яковлева, Елена Уразгильдинăна, ыттисене - таса, вăрăм кунçул пултăр.

Пурнăç малаллах шăвать. Эпир вĕреннĕ шкул та ватăлчĕ /халĕ унта музей/, çĕннине, икĕ хутлине туса лартнă. Столовăй та, туалет та, спортзал та - çуртрах.

Шкула виçĕмçул тĕпрен юсанă, кун валли 1,220 млн тенкĕ кирлĕ пулнă. Кăçал спортзала тĕпрен юсама 1,180 млн тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех шкул крыльцине çĕнетме - 488,390 пин тенкĕ.

Унтан хаклă хăнасене Лаш Таяпаран вунă çухрăмра Тутарстан чиккинче вырнаçнă Яманчÿрел кĕтсе илчĕ. Шупашкартан 162 çухрăмра кăнтăрарахри чăваш ялĕ - манăн çуралнă кĕтес. Хăшĕ-пĕриншĕн вăл инçетне кура тĕттĕм ял пек те туйăнĕ, анчах та тăван Яманчÿрелĕм нихăçан та малашлăхсăррисен шутĕнче пулман, пулмĕ те.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев кунта ФАП /фельдшерпа акушер пункчĕ/ уçма хутшăнчĕ. Паянхи пурнăç ыйтăвне тĕпе хурса çĕкленĕ обћект 534 çын ыйтăвне тивĕçтерĕ. Вĕсенчен çулталăка çитмен ача - 7, 1-17 çулсенчисем - 103, ватăсем - 233.

Михаил Васильевич çак шухăша палăртрĕ:

- Сирĕн ФАП - тума палăртнă 100 обћектран юлашкисенчен пĕриччĕ. Çапах та çакăнпа ĕç вĕçленмĕ, çитес çул тата 50 ФАП тума тĕллев лартрăмăр. Унсăр пуçне çул-йĕре тивĕçлĕ шая çитерессипе тимлĕ ĕçлетпĕр, кăçал çак ĕçе пурнăçлама 470 млн тенкĕ уйăрнă. Çитес çулсенче сирĕн ял урамĕсене те асфальт çул çитĕ.

Асăнса хăварар: фельдшерпа акушер пунктне тума республика бюджетĕнчен 2562,2 пин тенкĕ уйăрнă, çав шутра строительствăпа монтаж ĕçĕсене пурнăçлама - 2373,9 пин тенкĕ, сĕтел-пуканпа медицина хатĕрĕсене туянма - 183,3 пин тенкĕ.

Михаил Васильевичăн Елчĕк районĕнчи çулçÿревĕ çакăнпа вĕçленмерĕ-ха. Вăл «Прогресс» хуçалăхăн 11-мĕш уйĕнче малалла тăсăлчĕ.

«Прогресс» - районта çеç мар, республикăра та паллă хуçалăх. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1860 гектар çинче акса илнĕ, тухăç, малтан палăртнă тăрăх - гектартан вăтамран 27,6 центнер тухнă. Выльăх апачĕн культурисене 3165 гектар çинче çитĕнтернĕ.

Хуçалăх вырма ĕçне районта пуринчен малтан вĕçленĕ. Йывăр ĕç хыççăн канма та вăхăт. Ял çыннисем çапла тăваççĕ те. Эрнекун Патреккелĕнче ял уявĕ иртрĕ. Михаил Игнатьев, унпа пĕрле килнĕ сумлă ытти хăнасем çĕр ĕçченĕсене хисеп турĕç.

Надежда СМИРНОВА.

Борис Филатов сăнÿкерчĕкĕ.

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.