Республика уй-хирĕнче

16 Çĕртме, 2016

Республика уй-хирĕнче /çĕртмен 14-мĕшĕ тĕлне/

Красноармейски районĕнче кăçал утă - 2581, сенаж - 6093, силос - 9500, ытти апат 10055 тонна хатĕрлемелле. Хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăк çулма тытăннă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра утă - 55, сенаж 350 тонна янтăланă. «Караево», «Красное Сормово» хуçалăхсенче сенаж хываççĕ. «Красное Сормово» пĕрлешÿре утçине 11 техника кăларнă. Ирхи 6 сехетрех ĕçченсем уй-хирте. Тавралăх тĕттĕмленичченех ĕç шавĕ лăпланмасть. Çанталăк типĕ тăнă вăхăтра ытларах хатĕрлесшĕн вĕсем. Çывăх вăхăтра ытти хуçалăхра та утçине тухмалла.

9 Çĕртме, 2016

Хĕле валли сĕтеклĕ апат

Хĕл хырăмĕ пысăк тенĕ. Республикăри чылай хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăннă. Кăçал утă - 600 пин, силос - 200 пин тонна, çавăн чухлех сенаж кирлĕ пулать. «Çакă сĕт - 147 пин, аш-какай 127 пин тонна туса илме май парать.

2 Çĕртме, 2016

Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче

Çурхи ака-суха хыççăн вăхăтлăха шăпланнă уй-хир каллех техника кĕрлевĕпе тулчĕ. Çĕрпÿ районĕнчи «Колос» хуçалăхра ешĕл курăк çулаççĕ.

Уя тухсан мĕн сас лайăх?

12 Çу, 2016

Ака-суха - ал çемми

Муркаш тăрăхĕнче çĕр вăрах типнипе ака-сухана та каярах юлса тухаççĕ. Çавна май ĕçе-хĕле палăрмаллах хăвăртлатма тивет. Акă «Путь Ильича» хуçалăхра хĕрÿ тапхăрта виçĕ сменăпа тăрăшаççĕ. Вĕсене вырăнтах вĕри апат çитереççĕ. 260 гектар çинчи кĕрхи культурăсене сÿреленĕ, минерал удобренийĕпе апатлантарнă. Халĕ хĕрсех çурхисем акаççĕ. Уй-хире 4 техника кăларнă. Хăватлă тракторсемпе ĕç те кал-кал пырать. Хуçалăх иртнĕ çул 2100 гектар сухаласа акса хăварнă. Кăçал татах 450 гектар пысăклатасшăн. Ку тăрăхра усă курмасăр выртакан çĕр çук.

28 Ака, 2016

Сухалаççĕ, акаççĕ

Республикăри уй-хирте ĕç шавĕ вăй илсех пырать. Ака уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне пур районта та çуракине тухнă темелле. Хальхи вăхăтра вунă районта 1613 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă. Патăрьел, Елчĕк тăрăхĕсенче 76 гектар çинче пахчаçимĕç акнă-лартнă. Елчĕк районĕнче çавăн пекех 40 гектар нумай тата пĕр çул ÿсекен курăксем те акма тытăннă.

Pages