Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче

Çурхи ака-суха хыççăн вăхăтлăха шăпланнă уй-хир каллех техника кĕрлевĕпе тулчĕ. Çĕрпÿ районĕнчи «Колос» хуçалăхра ешĕл курăк çулаççĕ.

Уя тухсан мĕн сас лайăх?

- Çу кунĕсенче канма вăхăт çук. Ака-суха вĕçленсенех выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăнмалла. Хальлĕхе çитермелĕх кăна ешĕл курăк çулатпăр, - каласа парать федерацин унитарлă предприяти ертÿçин заместителĕ Николай Сергеев.

Хуçалăхăн 250 сăвăнакан ĕне. Юлашки çулсенче сĕт-çу фермине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Çавна май сăвăм, пăру илесси, чĕр тавар пахалăхĕ палăрмаллах ÿснĕ. Иртнĕ çул ĕне пуçне 5 пин литр ытла сĕт сунă. Кĕтÿ уй-хирте, çаран çинче çÿрет пулин те, каçхине вĕсене ешĕл апат кĕтет.

- Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче. Лайăх çитерсен сăвăм пысăкрах, - пĕлтерчĕ Николай Михайлович. - Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнчех курăк çулма тухнă. Анатолий Павлов «Рось-2» техникăпа çулса вĕтетсе пынине Андрей Федоров водительпе Владимир Порфирьев механизатор фермăна турттараççĕ.

Куçпа курнине мĕн çиттĕр тенĕн ĕçченсем патне çула тухрăмăр.

– Сухалакан çĕр 4 пин гектар ытла. Кăçал çурхисем 1 пин гектар акса хăварнă. Кĕрхисем те çакăн чухлех йышăннă. Вĕсем парка шăтса тухнă. Лаптăка кăпăшкалатса удобренипе апатлантарнă ĕнтĕ. Çĕрулми 65 гектар лартрăмăр. Уй-хир ĕçне 19 трактор хутшăнчĕ. Чăн та, ГСМ, удобрени, гербицидсем туянма укçа çителĕксĕрри систерчĕ. Çанталăк сивĕ тăнипе лаптăксем юларах типрĕç. Халĕ тепĕр чăрмав - акнă-лартнăранпа çумăр йĕркеллĕ çумарĕ. Калчана ÿсме памасть. Тăпрара нÿрĕк пур-ха. Вăйлă çилпе вăл та типсех пырать.

«Колос» хуçалăх уй-хирĕнче «хĕрÿ тапхăр» тепĕр хут вăй илнĕ темелле. Эпир çитнĕ тĕле ĕç шавĕ кĕрлет кăна. Инçех мар Александр Мочаловпа Алексей Богданов механизаторсем кĕрхисем акма çĕртме сухалаççĕ. Виталий Семенов механизаторпа Сергей Варфоломеев водитель вара калчана гербицидпа сирпĕтеççĕ.

Паян-ыран сенаж, утă хатĕрлеме тытăнмалла. Çанталăк типĕ тăнипе 220 гектар çинчи люцерна ытлашши çитĕнеймен, самай лутра. Козлятник 150 гектар çинчен çулмалла. Вăл çăра, лайăх вăй илнĕ. Ку культура çуркунне, юр кайсанах шăтма тытăнать. Ăна шăрăхрах çанталăк хăратмасть-мĕн. Выльăх апачлĕх курăксем 570 гектар йышăнаççĕ. Апла алă усса лараймăн.

Пирĕн куç умĕнчех машина прицепĕ ешĕл апатпа тулчĕ. Хыççăнах трактор çитсе чарăнчĕ. Пĕр самантлăха та ĕç чарăнмасть темелле. «Çанталăк лайăх чухне ĕçлемелле, канма хĕлле те пулĕ», - терĕç хастарсем.

 

Лавне кура - çуни

- Тупăш выльăх-чĕрлĕхрен кăна мар, ÿсен-тăранран та кĕрет. Çулсерен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1800 тонна яхăн сутатпăр. Элита вăрлăха республикăри хуçалăхсем те туянаççĕ. Иртнĕ çул 1 килограмĕ 14-15 тенкĕпе кайрĕ, унăн хăйхаклăхĕ 7 тенкĕпе танлашрĕ. 1 литр сĕт 18 тенкĕпе сутăнать, хăйхаклăхĕ - 14 тенкĕ, - каласа парать Эдуард Митрофанов ертÿçĕ. - Ял хуçалăхĕнче тăкакĕ те самай. Акă кăçал çĕрулми йÿнелни нумайăшне шар кăтартрĕ. Кĕтмен чăрмав тупăнсах тăрать. Укçа тума, хамăр çине шанса пурăнма-ĕçлеме тăрăшатпăр. Çуракине парăма кĕмесĕр ирттерсе ятăмăр. Пысăк ĕç тунă чухне кредитсăр та май çук. Икĕ çул каялла сĕт-çу фермине юсаса çĕнетме Раççей ял хуçалăх банкне 11 млн тенкĕлĕх кивçене кĕме тиврĕ. Унăн процентне йăлтах субсидиленипе кăштах çăмăлрах. Ял хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх отрасльне ура çине çĕклемесĕр аталанма кансĕр.

- Чылай çĕрте çĕрулми лаптăкне чакарнă пулсан эсир ÿстернĕ.

- Хак ÿсессе шанса лартрăмăр. Тĕрĕссипе каласан вăл йÿнелсе юласса унчченех пĕлнĕ. Сентре çинче пахчаçимĕç, улма-çырла, ытти çимĕç çителĕклех. Çавăнпа малашне çĕрулми «иккĕмĕш çăкăр» вырăнĕнче пуласси иккĕлентерет.

Лариса Никитина.

 

Лариса Никитина"Хресчен сасси" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.