Хĕле валли сĕтеклĕ апат
Хĕл хырăмĕ пысăк тенĕ. Республикăри чылай хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăннă. Кăçал утă - 600 пин, силос - 200 пин тонна, çавăн чухлех сенаж кирлĕ пулать. «Çакă сĕт - 147 пин, аш-какай 127 пин тонна туса илме май парать. Сăвăм ÿсĕмĕн 60 проценчĕ апат пахалăхĕнчен килет», - палăртнă ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Шупашкар районĕнче утçипе паллашнă май.
Ку тăрăхри «Ольдеевский» агрофирмăра техника ир-ирех уй-хирте, ешĕл курăк çулать. Хуçалăх çулсерен выльăх апатне ытлă-çитлĕ хатĕрлеме тăрăшать. Çакă сăвăм кăтартăвĕнче те сисĕнет. Иртнĕ çул ĕне пуçне 7839 кг сĕт сунă. Кăçалхи тăватă уйăхра кăтарту пĕлтĕрхинчен 14,6 процент ытларах.
Агрофирмăн сухаламалли лаптăксем 1284 гектар. Çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 421, выльăх апачлĕх культурăсем 863 гектар. Ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ ĕнтĕ. Халĕ мĕнпур техника уй-хирте, люцерна çинче. Çак тапхăрта 300 гектар çинчен çулса пуçтарнă, 1200 тонна ытла сенаж хывнă. Хуçалăхра ытларах сенаж хатĕрлеме тăрăшаççĕ, унра тутлăхлă япаласем, протеин нумай-мĕн. Вĕсем сăвăма ÿстерме пулăшаççĕ.
«Атлашевский» хуçалăх вара сĕтеклĕ апат хатĕрлессипе районта малта пырать. Кунта çурхи ĕçсене вĕçлесенех ешĕл курăк çине тухнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1167 гектар йышăннă. Хальхи вăхăтра нумай çул ÿсекен курăксене 500 гектара яхăн çулнă, 1 пин тонна ытла сенаж хывнă. Хуçалăхăн мăйракаллă шултра выльăх 1596 пуç, çав шутра сăвăнаканнисем - 800. Кĕтÿре хура-шурă ăратлисем. Пĕлтĕр 4512,5 тонна сĕт сунă е унчченхинчен 38, 6 процент нумайрах. Çулталăкри ĕнен сăвăмĕ 6320 кг.
Выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă май апатне те самай хатĕрлемелле. Кăçал курăк çулма çĕнĕ комбайн тухнă. Çавна май ĕç хăвăртлăхĕ палăрмаллах ÿснĕ.
Шупашкар районĕнче нумай çул ÿсекен курăксем 6 195 гектар йышăнаççĕ. Çав шутра 1 пин ытла гектарне çулнă. Ку ĕçе сакăр хуçалăх тытăннă. Чи пысăк уйсем «Атлашевский», «Ольдеевский» хуçалăхсен. «Чурачикское» пĕрлешĕвĕн те лаптăксем пушансах пыраççĕ.