Ака-суха - ал çемми

12 Çу, 2016

Муркаш тăрăхĕнче çĕр вăрах типнипе ака-сухана та каярах юлса тухаççĕ. Çавна май ĕçе-хĕле палăрмаллах хăвăртлатма тивет. Акă «Путь Ильича» хуçалăхра хĕрÿ тапхăрта виçĕ сменăпа тăрăшаççĕ. Вĕсене вырăнтах вĕри апат çитереççĕ. 260 гектар çинчи кĕрхи культурăсене сÿреленĕ, минерал удобренийĕпе апатлантарнă. Халĕ хĕрсех çурхисем акаççĕ. Уй-хире 4 техника кăларнă. Хăватлă тракторсемпе ĕç те кал-кал пырать. Хуçалăх иртнĕ çул 2100 гектар сухаласа акса хăварнă. Кăçал татах 450 гектар пысăклатасшăн. Ку тăрăхра усă курмасăр выртакан çĕр çук.

Суворов ячĕллĕ хуçалăхра та уй-хирте техника кĕрлени кăна илтĕнсе тăрать. Кунта 10 çул ĕнтĕ гербицидсăр ÿсен-тăран çитĕнтереççĕ. Акма çĕр виçĕ хут хатĕрлеççĕ.

- Çуракинче агрегатсем ирхи 5 сехетре ĕçе тытăнаççĕ те сĕм çĕрлесĕр уйран кĕмеççĕ, - каласа парать хуçалăх ертÿçи Алексей Воробьев. - Çурхи культурăсене пĕр эрнере акса пĕтермелле.

Хуçалăхăн усă куракан çĕр 1800 гектар. Унсăр пуçне Етĕрне районĕнче 1300 гектар арендăна илнĕ. Апла тар тăкмалăх пур.

- Техника юсавлă, ГСМ пур, ĕçлекенсем çителĕклĕ. Лаптăксем йĕркеллĕ типсе çитейменни кăна чăрмав кÿрет, - пĕлтерет Чкалов ячĕллĕ производство кооперативĕн ертÿçи Павел Ефимов. Кÿршĕри Чапаев ячĕллĕ хуçалăх çĕрĕсене те сухаласа акнă май ĕç калăпăшĕ палăрмаллах ÿснĕ. Çапах кунта та ĕççине вăхăтра вĕçлессе шанса тăраççĕ.

Вăрнар районĕнче те трактор-машина ир-ирех уй-хирте. Тырă акнипе пĕрлех лаптăксене çумкурăкран, сăтăрçăсенчен хÿтĕлеме им-çам сапаççĕ. «Мураты», «Янгорчино», «Луч», «Броневик», «Санары» хуçалăхсенче ĕç-хĕл уйрăмах аван пынине палăртмалла. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн чи пысăк лаптăксем – 5848 гектар. «Мураты» хуçалăхра вара çĕрулми лартаççĕ.

 

КĔСКЕН (çу уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне)

  • Республикăри хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 119,6 пин гектар çинче акнă. Ку палăртнин 54,8 проценчĕ. Елчĕк /88,3 процент/, Комсомольски /78,5/ районĕсенче кăтарту пысăкрах.
  • Çĕрулми 1,9 пин гектар лартнă. Патăрьел районĕнче - 660 гектар. Пахчаçимĕç - 413 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем - 6,7 пин, нумай çул ÿсекеннисем - 1,2 пин, сахăр кăшманĕ 630 гектар йышăннă.
  • Патăрьел, Вăрнар, Красноармейски, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шупашкар, Тăвай районĕсенче тырăсен лаптăкне им-çам сапаççĕ.
  • Ял хуçалăх организацийĕсенче тата пысăк фермер хуçалăхĕсенче кĕрхи культурăсене - 62,8 пин, нумай çул ÿсекен курăксене 16,3 пин гектар çинче апатлантарнă.
  • Кĕрхи культурăсене - 64,6 пин, нумай çул ÿсекен курăксене - 88,9 пин, çĕртме 165,7 пин гектар çинче сÿреленĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.