Республика уй-хирĕнче /çĕртмен 14-мĕшĕ тĕлне/

Красноармейски районĕнче кăçал утă - 2581, сенаж - 6093, силос - 9500, ытти апат 10055 тонна хатĕрлемелле. Хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăк çулма тытăннă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра утă - 55, сенаж 350 тонна янтăланă. «Караево», «Красное Сормово» хуçалăхсенче сенаж хываççĕ. «Красное Сормово» пĕрлешÿре утçине 11 техника кăларнă. Ирхи 6 сехетрех ĕçченсем уй-хирте. Тавралăх тĕттĕмленичченех ĕç шавĕ лăпланмасть. Çанталăк типĕ тăнă вăхăтра ытларах хатĕрлесшĕн вĕсем. Çывăх вăхăтра ытти хуçалăхра та утçине тухмалла.

  • Республикăри хуçалăхсенче те выльăх апачĕ хатĕрлесси вăй илсе пырать. Çак вăхăт тĕлне 13,7 пин гектар нумай çул ÿсекен курăксем çулнă. Утă - 2,8 пин /планăн 3,9 проценчĕ/, сенаж 19,8 пин тонна хывнă /11,7 процент/.
  • Республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 216,6 пин гектар çинче акнă /100,2 процент/.
  • Çĕрулми 9,1 пин гектар лартнă /92,8 процент/. Ку енĕпе 10 районта палăртнине тултарнă. Пахчаçимĕç 1,2 пин гектар акнă.
  • Куккурус 8,8 пин гектар йышăннă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.