Комментари хушас

1 Авăн, 2015

Килĕштерсе ĕçленинчен ырри çук

Тамăк пуçлăхĕ вилнĕ çынсен çылăхлă чунĕсене мĕнле асаплантарнине тĕрĕслеме ансан тÿрех икĕ хурана асăрхать: пĕри хупă, питĕрсех илнĕ ăна, тепри - уçă. Тĕлĕнет, паллах. Хуран айне вут хурса тăракан шуйттан ăна çакăн пек хурав парать:

- Хупă хуранĕнче - еврейсен çылăхлă чунĕсем. Вĕсем пĕр-пĕрне тĕксе тулалла кăлараççĕ: унтан пĕри тапаланса теприне туртса кăларать. Çавăнпа хупса питĕрсех илнĕ. Тепĕр хуранĕнчи сăмалаллă шывра вара чăвашсем асапланаççĕ. Вĕсенчен хăрамалли çук: пĕри тухма тытăнсан тепри ăна уринчен туртса антарать.

Чăваш чĕлхеçĕ-ученăйсем хутлă сăмаха пĕрле е уйрăм çырасси пирки пыракан тавлашу та тамăк хуранне аса илтерет.

Унчченхи правилăсене сыхласа - пĕр ăнлавлă хутлă сăмахсене пĕрлех çырмаллине хÿтĕлесе - хăварнă Л.Сергеев, Г.Брусова, В.Станьял, В.Пушкин, В.Дмитриев, О.Печников, М.Печникова чĕлхеçĕсем «хамăрăн мар, юттисен» шутне кĕрсе юлчĕç.

Акă, мана пĕр шкулти чăваш чĕлхине вĕрентекенпе калаçма тÿр килчĕ.

- Ачасен çыру ĕçне тĕрĕслесен хамăн та пуç çаврăнса каять. Ачасенчен пĕри «çĕршыв» сăмаха пĕрле çырнă, тепри - уйрăм, виççĕмĕшĕ - дефиспа. Вĕренекенсенчен пĕри тăчĕ те: «Ольга Филипповна /ятне улăштарнă/, калăр-ха «çĕршыв» сăмаха виçĕ хаçатра виçĕ тĕрлĕ çырнă. Вĕсенчен хăшĕ тĕрĕс? Эпĕ аптăранăран «виççĕшĕ те тĕрĕс» тесе хутăм. Çав ачах хăйĕн кÿршине: «Учитель хăй те пĕлмест», - терĕ шăппăн.

Манăн пит пĕçерсе кайрĕ. Ачасем умĕнче шанăçран тухрăм. Тепĕр шкулта та çавăн евĕрех тĕслĕхпе тĕл пултăм. Аптрамалла. Чăваш чĕлхеçи-ученăйĕсем хушшинче орфографи пирки тавлашу пулмалла мар пек ĕнтĕ. Пĕри тепринчен ытларах пĕлнине кăтартасшăн-и? Мĕне кирлĕччĕ чăваш орфографине пăсма.

Акă, «Хыпар» /21.07.15/ хаçатра Галина Абрамова çырнă «Чăваш орфографи хуçисем камсем?» статья хистерĕ мана çак йĕркесене çырма. Тĕрĕс ыйту хускатать вăл. Хăçантанпа пырĕ-ши çак тавлашу? Эпĕ пысăка вĕреннĕ çын мар, аслă пĕлĕве те марксизм-ленинизм университетĕнче кăна илнĕ. Аспирантурăра та вĕренмен. Апла пулсан та 6-мĕш класс учебникĕнче И.А.Андреев «пахчаçимĕç» сăмаха пĕрле çырмалла тенине вулатăп. И.А.Андреев профессор вара чăваш чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе мĕн чухлĕ сумлă та курăмлă ĕç турĕ. Ăна Чăваш Республикинче кăна мар, Раççейри ученăйсем те пĕлеççĕ.

Чăваш халăхне çĕнĕ орфографи кирлĕ те марччĕ. «Çĕнĕ орфографи йышăннăранпа пайтах вăхăт иртрĕ пулсан та халăх ăна йышăнасшăн мар», - çырать Лидия Угахина Анат Кăтрата /Чистай районĕ, Тутарстан/ хĕрĕ, «Сувар» хаçатра /22.05.15/.

«Пахчаçимĕç» тесен сăмах мĕн çинчен пыни паллă. Уйрăм çырсан вара - пахчи хăй çимĕç, те унта акнă çимĕç çинчен сăмах. Çăкăр - çимĕç, хăяр - çимĕç. Хутлă сăмахсене уйрăм çырсан сăмах пĕлтерĕшĕ те улшăнать-çке. «Хĕрарăм» сăмахах илер-ха. Хĕр арăм - те вăл хĕрлех арăм пулнă, те качча кайсан та хĕр халлĕн юлнă. Ăнланма çук.

«Хыпар» /13.11.2014/ хаçатра Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ева Лисина «Библи вакланă сăмахсене йышăнмасть, е «сăх сăх» тени мĕн вăл?» статйинче хутлă сăмахсене танлаштарма пĕрле те, уйрăм та çырса кăтартнă. Илер-ха «сăхсăх» сăмаха. Хăвна хĕрес хывма ыйтать. Уйрăм çырсан «сăх сăх» мĕне пырса тухать? «Чăхха тулă сапса патăм та, сăх сăх ытларах çăмарта тăвăн, терĕм». Акă ăçта пырса тухать уйрăм çырни. «Эй, Михетер асатте, хĕненипе усси çук, эсĕ мана хĕнесе кĕлрен вутă тăвас çук /«Нарспи» поэмăран/. Вутта çунтарнă хыççăн кĕл юлать. Вутта кĕл тăвать, Турра кĕлтăвать. Уйрăм çырсан Турăран вучах кĕлĕ тумаллине пĕлтерет. Çĕнĕ орфографи тăвакансен çакăн пек тĕслĕхсем илсе те шутламалла пулнă-тăр. Кун пирки Галина Абрамова та, Ева Лисина та нумай тĕслĕх илсе кăтартнă. Галина Абрамова шухăшĕпе, чĕлхеçĕсем тавлашса пĕр-пĕрне ура хурса пынă пек туйăнать. Станьял ман пата çырнă пĕр çырăвĕнче чăваш орфографин çĕнĕ варианчĕпе килĕшменни çинчен пĕлтерчĕ. Чăваш чĕлхишĕн ырми-канми ĕçлекенсен мĕншĕн пĕр чĕлхе тупмалла мар? Ман шухăшпа, Станьял тĕрĕсех калать. Орфографин çĕнĕ вариантне Правительство /правительство мар, Патшалăх Канашĕ - редакци/ çирĕплетнĕ пулин те халăх йышăнмарĕ.

«Чăвашсен хушшинче пĕр-пĕр килĕшÿсĕр ĕç час-часах пулать. Эпĕ çакна пĕрре анчах курман. Çапла, акă, Чăвашра хăшĕ те пулин мала туха пуçласан ыттисем ăна такăнтарма пăхаççĕ, çулне пÿлеççĕ. Вара унăн ырă ĕмĕчĕ татăлать. Эсир апла ан пулăр. Çÿле çĕкленекенсене пулăшăр. Хăпарса çитсе тĕрек илсен, вăл вара хăй сире - аялтан çÿле турта-турта кăларĕ», - çырнă Иван Яковлев хăйĕн чăваш халăхне панă Халалĕнче.

Килĕштерсе ĕçленинчен ырри çук.

Виктор СИМАКОВ.

Тутарстан

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.