Виктор СИМАКОВ

12 Утă, 2016

Çыравçă çеç мар, ăсчах та...

Пуçламăш классенче пăхмасăр калама вĕреннĕ сăвăсен авторĕсене темшĕн астуса юлман, çапах сăввисене халĕ те пĕлетĕп:

Кăвак пĕлĕт янкăр тăрă,

Шуса тухрăм эп уя.

Вĕçрĕ йĕлтĕр хир-вар тăрăх,

Вылянать алра туя.

Эпĕ Питрекелти /Самар облаçĕ, Шикун районĕ/ вăтам шкулта ĕçленĕ вăхăтра унта вĕрентекен Иван Кожин манран çапла ыйтнăччĕ:

— Сăвă авторне пĕлетĕн-и?

— Пĕлместĕп, — хуравларăм.

— Мĕтри Ваçлейĕ, — терĕ вăл.

Иван Алексеевич Мĕтри Ваçлейĕпе çывăх туслă пулнă.

1 Авăн, 2015

Килĕштерсе ĕçленинчен ырри çук

Тамăк пуçлăхĕ вилнĕ çынсен çылăхлă чунĕсене мĕнле асаплантарнине тĕрĕслеме ансан тÿрех икĕ хурана асăрхать: пĕри хупă, питĕрсех илнĕ ăна, тепри - уçă. Тĕлĕнет, паллах. Хуран айне вут хурса тăракан шуйттан ăна çакăн пек хурав парать:

- Хупă хуранĕнче - еврейсен çылăхлă чунĕсем. Вĕсем пĕр-пĕрне тĕксе тулалла кăлараççĕ: унтан пĕри тапаланса теприне туртса кăларать. Çавăнпа хупса питĕрсех илнĕ. Тепĕр хуранĕнчи сăмалаллă шывра вара чăвашсем асапланаççĕ. Вĕсенчен хăрамалли çук: пĕри тухма тытăнсан тепри ăна уринчен туртса антарать.

28 Ака, 2015

Хамăрах айăплă мар-ши?

«Хыпар» хаçатра чăвашла калаçакансен шучĕ чакса пыни çинчен пăшăрханса çырнă статьясене вуланă хыççăн В.Иванов профессорăн «Анăçри чăвашсем çинчен мĕн калаççĕ», «Çĕршывĕ асамлă, халăхĕ ăслă» кĕнекисем асăма килчĕç. Вĕсен тĕп шухăшĕ - ют чĕлхесене те вĕрен, тăван чĕлхÿне те ан ман, атте-анне чĕлхинчен лайăххи çук тени.