Комментари хушас

12 Утă, 2016

Çыравçă çеç мар, ăсчах та...

Пуçламăш классенче пăхмасăр калама вĕреннĕ сăвăсен авторĕсене темшĕн астуса юлман, çапах сăввисене халĕ те пĕлетĕп:

Кăвак пĕлĕт янкăр тăрă,

Шуса тухрăм эп уя.

Вĕçрĕ йĕлтĕр хир-вар тăрăх,

Вылянать алра туя.

Эпĕ Питрекелти /Самар облаçĕ, Шикун районĕ/ вăтам шкулта ĕçленĕ вăхăтра унта вĕрентекен Иван Кожин манран çапла ыйтнăччĕ:

— Сăвă авторне пĕлетĕн-и?

— Пĕлместĕп, — хуравларăм.

— Мĕтри Ваçлейĕ, — терĕ вăл.

Иван Алексеевич Мĕтри Ваçлейĕпе çывăх туслă пулнă.

— Вăл — писатель, унăн СССР Писательсен союзĕн членĕн удостоверенине хам алăра тытса курнă, — терĕ çакскер.

Эпĕ вара М.Юрьев кăларнă "Чăваш писателĕсем" библиографи справочникĕсене /1964, 1968, 1972/ виççĕшне те тепĕр хут пăхса тухрăм. Юлашкинчен Порфирий Афанасьев 2006 çулта кăларнă. "Чувашские писатели" кĕнекере те унăн ячĕ çук. Унтан Чăваш халăх поэчĕн Пĕтĕр Хусанкайăн "Пин-пин чĕре" /Шупашкар, 1977/ кĕнекине аса илтĕм. Мĕтри Ваçлейĕ çыравçă кăна мар иккен, чаплă ученăй та, медицина наукисен кандидачĕ те. Мана унăн мăшăрĕпе Ольга Дмитриевăпа, Самарта курса калаçма тÿр килчĕ. Вăл 2000 çулта çĕре кĕчĕ. Юлашкинчен Ольга Дмитриева мана Мĕтри Ваçлейĕ хăй çинчен çырнисене пачĕ.

Василий Дмитриевич Дмитриев /Мĕтри Ваçлейĕ/ 1906 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче /çĕнĕ стильпе çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче/ Чăваш Республикинчи Красноармейски районне кĕрекен Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă. Пурнăç питĕ йывăррине пула хăй вăхăтĕнче унăн вĕренме май килмен. Октябрь революцийĕ хыççăн çеç Ваçлей хăйĕн ялĕнчен виçĕ çухрăмри Яманакри пуçламăш шкула вĕренме кĕнĕ. Унăн ашшĕ малтан Пĕрремĕш тĕнче, каярахпа граждан вăрçисенче çапăçнă. Çав вăхăтра амăшĕ хăйĕн виçĕ ачине тăрантарма вăй çитереймен /Ваçлейрен кĕçĕннисем Иванпа Лидия пулнă/. Çавăнпа Ваçлейĕн вĕренме пăрахса Иванов хуçа патĕнче ĕçлеме тивнĕ. Пуçламăш шкула вара 1922 çулта,16 çул тултарнă хыççăн кăна, пĕтернĕ те, çав çулах хăйсенчен 12 çухрăмри Ишекри тулли мар вăтам шкула вĕренме кĕнĕ. Выçăллă-тутăллă пурнăç ăна çамрăклах алă ĕçне хăнăхтарнă. Пушă вăхăтра сутмалăх çăпата тунă, йывăçран чĕрес-катка ăсталама хăнăхнă.

Мĕтри Ваçлейĕн пĕчĕкрех статйисем "Канаш" хаçатра тăтăшах пичетленнĕ. Унăн малтанхи сăвви "Юбилейшĕн" 1928 çулта "Канаш" тухма пуçланăранпа 10 çул çитнĕ ятпа кун çути курнă.

1927 çулта Мĕтри Ваçлейĕ тулли мар шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти педагогика техникумне кĕнĕ. Унти литература кружокĕн хастар членĕ пулнипе пĕрлех Ваçлей С.В.Васильев учитель ертсе пынă çут çанталăк кружокне те хавхаланса çÿренĕ. Çав вăхăтра çут çанталăк çинчен çырнă статйисене "Хатĕр пул" журналта, "Пионер сасси", "Çамрăк хресчен" хаçатсенче пичетленĕ.

1930 çулта педагогика техникумне питĕ лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Мĕтри Ваçлейĕ Чăваш АССР Çутĕç халăх комиссариачĕ сĕннипе "Халăха вĕрентес ĕç" журнал редакцийĕнче тата Çутĕç Халăх Комиссариачĕ эрнере пĕрре кăларакан хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ.

1931 çулта унăн пĕрремĕш кĕнеки — "Пирĕн сас" — пичетленсе тухнă. Унăн хăшпĕр сăввине композиторсем юрра та хывнă. Иккĕмĕш кĕнеки "Ыраш" ятлă /1931/. Унта автор колхозсем пуçланса кайни çинчен çырнă. Виççĕмĕш кĕнеки — "Ирĕклĕх" — 1933 çулта тухнă. 1934 çулта вара Мĕтри Ваçлейĕн "Пуçламăш шкулта юрламалли юрăсем" тăваттăмĕш кĕнеки пичетленнĕ.

Вăтăрмĕш çулсен пуçла-мăшĕнче Мĕтри Ваçлейĕ Ленинградри Н.К.Крупская ячĕллĕ Коммунизм воспитанийĕн академийĕнче те вĕреннĕ. 1935-1936 вĕренÿ çулĕнче Çĕрпÿ педагогика техникумĕнче пулас учительсене пĕлÿ панă. Çутĕç комиссариачĕ ăна каялла Ленинграда чĕнсе илнĕ. Вăл унта В.М.Бехтеров ячĕллĕ миме институчĕн аспирантуринче ăс пухнă. СССР Наукăсен академийĕн член-корреспонденчĕ Э.А.Аротян профессор ертсе пынипе диссертаци хÿтĕленĕ хыççăн Мĕтри Ваçлейне Сталинградри медицина институчĕн физиологи кафедрине ĕçлеме янă. Литература ĕçне те пăрахман вăл. "Хурçă крепость" сăвăсен пуххипе "Кĕрешÿ паттăрĕсем", "Днепр вăйĕ" кĕнекесене хатĕрлесе çитернĕ. Анчах 1942 çулта тăшман вăл пурăннă çурт çине бомба пăрахнăран Мĕтри Ваçлейĕн библиотеки çунса кайнă. Çав çулсенче çырнă хайлавĕсем пĕтĕмпех кĕлленнĕ.

1943 çулхи юпа уйăхĕнче Мĕтри Ваçлейĕ фронта кайнă, çар госпиталĕнче ĕçленĕ. 1945 çул I Белорусси фрончĕн йышĕнче Берлиншăн пынă çапăçăва хутшăннă. 1945-1947 çулсенче генералсемпе аслă офицерсен санаторийĕнче хĕсметре тăнă.

1951 çулта вăл диссертаци хÿтĕлесе "Биологи наукисен кандидачĕ" ята тивĕçнĕ, Ленинградри ача-пăча тухтăрĕсен институчĕн физиологи кафедринче ĕçленĕ.

Мĕтри Ваçлейĕ хĕрĕхе яхăн наука ĕçĕ пичетленĕ. Паллă ученăй-писатель доктор диссертацине те çырса пĕтернĕ, анчах сывлăхĕ начарланнине пула ăна хÿтĕлеме май килмен. Хăйĕн юлашки çулĕсене Мĕтри Ваçлейĕ /10 çул ытла/ мăшăрĕпе Ольга Афанасьевнăпа Шикун районĕнчи /Самар облаçĕ/ Мулекел ялĕнче ирттернĕ. 1977 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шикун район больницинче унăн чĕри тапма чарăннă.

Мĕтри Ваçлейĕ чăваш писателĕсен шутĕнче пулма тивĕçлĕ. Унăн ятне манас марччĕ.

Виктор СИМАКОВ,

Тутарстанри

Чăваш писателĕсен пĕрлĕхĕн членĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.