Комментари хушас

28 Ака, 2015

Хамăрах айăплă мар-ши?

«Хыпар» хаçатра чăвашла калаçакансен шучĕ чакса пыни çинчен пăшăрханса çырнă статьясене вуланă хыççăн В.Иванов профессорăн «Анăçри чăвашсем çинчен мĕн калаççĕ», «Çĕршывĕ асамлă, халăхĕ ăслă» кĕнекисем асăма килчĕç. Вĕсен тĕп шухăшĕ - ют чĕлхесене те вĕрен, тăван чĕлхÿне те ан ман, атте-анне чĕлхинчен лайăххи çук тени.

В.Иванова эпĕ хăйне куричченех унăн хаçатсенче пичетленекен статйисенчен пĕлме тытăнтăм. Хăйне вара ЧНКра 1997 çулта тĕл пултăм. Пире, Самар енчен килнĕ делегацие, Шупашкарти паллă вырăнсене кăтартса çÿрерĕ. Владимир Александрович Самарта пĕрре мар пулнă, чăвашсен пултарулăх ушкăнĕсемпе интересленетчĕ. Эпĕ унпа яланах нимĕçле калаçма тăрăшаттăм. Вăл мана К.Ивановăн нимĕçле куçарнă «Нарспи» поэмине «An Herrn Simakov vom Autor" тесе çырса парнелерĕ. Поэмăна вырăсла /П.Хусанкай, А.Петокки/, тутарла /Мударис/, пăлхарла /А.Тодоров/, яппунла /Руфов/ куçарнисене вуланă.

"Г.Волков академик, Г.Архипов, В.Туркай пек патриотсем министрсен секретарĕсем патне шăнкăравласа чăвашла калаçсан "говорите человеческим языком” тесе калани аса килет”, - тет В.Иванов хăйĕн кĕнекинче. Çакă Чăваш Республикинче чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи шутлансан та ăна хисепе хуманнине кăтартать. Эпĕ Шупашкарта, ытти çĕрте те чăвашла калаçатăп. Яланах "говорите по-русски" тенине илтетĕп. Тутар Республикинче вара ăçта кĕрсен те тутарла калаçатăп. Мана никам та "говорите по-русски" темест. Тутарстанра яваплă вырăнсене тутарла пĕлекенсене кăна лартаççĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.