Кĕнеке Айдак тусĕ пулнă

1 Авăн, 2015

Аркадий Айдакăн кĕнеке тытса ларма пĕр пушă вăхăт та пулман пек: çĕр ĕçне, ял пурнăçне, обществăри пулăмсене пуçĕпех кĕрсе кайнăскерĕн кунĕпех уй-хирте пулма, тĕрлĕ шайри - Мускав таранах - канашлу-ларусенче тухса калаçма, такамсене ăнлантарма, ĕнентерме, халăх хушшинче самана, пурнăç ыйтăвĕсемпе хĕрÿ сăмахлама - асăнса пĕтерейĕн-и унăн ĕç-хĕлĕн тĕрлĕ енлĕхне - çапах та Аркадий Павлович кĕнеке тытса шăплăхра тимлесе ларнине те куç умне кăларма нимĕн чухлĕ те йывăр мар. Мĕншĕн тесен çĕр ĕçне, ыттине вăл кĕнеке вуласа вĕреннĕ. Хăй вуланипе кăна мар, çамрăк ăрăва, тус-юлташне, çывăх çыннисене кĕнекепе туслаштарма тăрăшнă.

- Унпа паллашса туслă çÿреме пуçласанах мана та кĕнекепе туслаштарчĕ, - аса илет Аркадий Айдак мăшăрĕ Людмила Андреевна. - "Çавна вула, кăна", - тесе сĕнетчĕ. "Что делать?", "Дети капитана Гранта", "Два капитана"... "Овода" вулама йывăрччĕ. Хушнă та - вуласа тухрăм çав. Аркадий Павлович час-часах "эпĕ итлеме вĕреннĕ те" тетчĕ. Ун хыççăн вара эпĕ те çын каланине итлеме вĕрентĕм.

Айдак кĕнекене вуланипе кăна çырлахман, ăслă шухăшсене, хăйне, кăмăл-туйăмне хускатакан йĕркесене çыра-çыра илнĕ. "Фауста" пĕтĕмпех пăхмасăр пĕлнĕ вăл.

- Телевизорпа "Фауста" вуланине илтсен вăл пĕр йĕрке унран маларах каласа пыратчĕ. Питĕ хăвăрт астуса юлатчĕ тата. Пĕррехинче мана калать: "Огонек" журналта çак сăвва пĕр хут вуласа тухрăм та астуса юлтăм", - калаçрĕ Людмила Андреевна. - Аркадий Павлович пек çынсен пин çул пурăнмалла. Мĕн таран ăс-тăн пулнă унăн. Астуса юлнипе, вуланипе кăна мар-çке, çыхăнтарса каласа кăтартма пĕлетчĕ. В.Туркай, С.Асамат час-часах яла килсе колхозниксен умĕнче сăвăсем вулатчĕç. Альбина Юратăва, Н.Столяров юрăçа пĕлнĕ вăл, А.Самсоновпа паллашнă. Пĕррехинче Аркадий Павлович "Çĕнетÿ юрри" çырнă. Хут листин айккине В.Адюков валли çапла шăрçаласа хунă: "Виталий Иванович! Сирĕн çав "Чечексем" юрă кĕвви, ак, çак юрăпа питĕ килĕшсе тăрассăн туйăнать. Вăйлă чăваш юрри пулĕччĕ". "Несĕлсем, несĕлсем, пĕр çĕрте пурăнма тÿр килнисем! Эсир манăн чĕре варринче, эп сире манас çук ĕмĕрне..." Çакăн пек сăмахсем пур унта. Вырăсла сăвă та нумай çырнă вăл.

Аркадий Айдак чăваш писателĕсемпе туслă çыхăну тытнă. Г.Волковпа çыру нумай çÿретнĕ. Геннадий Никандрович "шăллăм" тенĕ ăна хисеплесе.

Айдаксен килĕнче кĕнеке питĕ нумай. "Аркадий Павлович Ашмаринăн 17 томлă словарьне Хĕрлĕ Чутай районĕнчи пĕр ватăран укçалла туянса килчĕ. Пĕтĕмпе вуласа, чĕрсе тухнăччĕ вăл ăна, - тет Людмила Андреевна. - Ашмарин ячĕпе юмансем те ларттарнă. Малтан йывăçсене шкул патне лартма шутланăччĕ. Гранит чул та илсе килсе хунăччĕ унта. Юлашкинчен вара лаптăк пĕчĕкрен юмансене правлени патне лартма йышăнчĕç".

Ашмарин словарьне вуланă чухне Аркадий Павлович тымар шывĕ çинчен çырнине тĕл пулнă. Ялти ăслайçа Николай Антоновича çак сиплĕ шыва хатĕрлеме сĕннĕ. Çав çулсенчех Айдак тăрăшнипе "Выльский" тата "Ленинская искра" колхоз ĕçченĕсене сыватма икĕ хутлă больница туса лартнă. Унта тымар шывĕпе халăха сиплеме шутланă.

- Аркадий Павлович халĕ те çумрах пек, вăл мана пулăшса пынăн туйăнать, - тет Людмила Андреевна. - Пĕррехинче çăнăх патне кайрăм. Çитрĕм, арман халтăртатса ĕçлесе ларать. "Арман авăрать", - тетĕп савăнса. "Анчах тапратса ятăмăр-ха, юсавра пулнă", - теççĕ мана унта ĕçлекенсем. Аркадий Павлович мамочкăн /мана çапла чĕнетчĕ вăл/ çăнăхĕ пĕтнĕ, пулăшас терĕ пулĕ çав.

Çаплах, çумрах Аркадий Айдак. Унăн сасси йывăçсен кашлавĕ пулса инçете саланать. Ырă ячĕ, çутă сăнарĕ унпа пĕрле ĕçленĕ, ăна çывăх пĕлнĕ е ун çинчен илтнĕ çынсен ывăлĕ-хĕрĕн, мăнукĕсен чун-чĕринче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ...

Валентина БАГАДЕРОВА.

 

Килйыш архивĕнчи сăнÿкерчĕк

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.